НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Халăх пуçарулăхне - анлă çул

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:14 Просмотров: 2011

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртмелле, реализацилеме пăхнă проектсем валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 3,3 млрд тенкĕпе танлашать.

«Пуçару бюджечĕ» республика программипе кăçал пурнăçламалли ĕçсем çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ тунтикунхи канашлура каланă. Тĕп ĕçсенчен ытларахăшĕ - 568 проекчĕ - çулсене юсассипе, 257 проекчĕ обществăлла инфратытăма модернизацилессипе, 96-шĕ канмалли вырăнсенче хăтлăхпа тирпей-илем тăвассипе, 105-шĕ социаллă тата культура объекчĕсене çĕнĕ сăн кĕртессипе,  141 проекчĕ ялти туризма аталантарассипе çыхăннăскерсем, çавăн пекех тата ялсенче 62 пĕвене тасатмалла, пушар хуралĕшĕн питех те кирлĕ шыв управĕсен  97  объектне йĕркене кĕртмелле пулать, кунсăр пуçне ача-пăчасем вылямалли 69 площадкăна туса пĕтерсе ĕçе ямалла кăçал. «Республикăн пуçарулăх бюджечĕ - ялсен сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатмалли, пурнăç пахалăхне ÿстермелли витĕмлĕ инструмент, - тесе палăртнă регион ертÿçи Олег Николаев. - Пирĕн пĕрлехи тĕп задача - пĕтĕм ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1