НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ялхуçалăх ярмăрккисем ĕçлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:06 Просмотров: 1970

Чăваш Енĕн муниципалитет округĕсенче кăна мар, хуласенче те «Çуркунне-2025» ялхуçалăх ярмăрккисем ĕçлеме пуçланă.

Вĕсем кашни канмалли кунах тавар туянакансене ялхуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие тÿрремĕн туянма сĕнеççĕ. Паянхи вăхăта илсен, республикăра пĕтĕмпе 23 ярмăркка йĕркеленĕ. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун кăна  52 тонна ялхуçалăх продукчĕсене сутнă. Тавар туянакансене вырăнти хуçалăхсенче туса илнĕ пахча çимĕçе кăна мар, сĕт-çупа аш-какайран туса кăларнă продуктсене те сĕнеççĕ, ассортименчĕ пуян. Шупашкар хулинче уçăлнă «Çуркунне-2025» ярмăрккасенче ялхуçалăх таварĕсем туса илекен 60 предприяти хăйĕн продукцине сутлăха кăларнă.  Ялхуçалăх таварĕсене хула çыннисене уйрăмах анлăн сĕнекен пысăк ярмăрккасенчен пĕри «Шупашкар» суту-илÿ комплексĕн çывăхĕнче вырнаçнă. Туянакансем ыйтнипе илнĕ тавара вĕсене килĕсенех çитерсе параççĕ.

Лайăх хĕл каçнĕ çĕр улмипе купăстана, кишĕрпе кăшмана, суханпа ыхрана туянакансем уйрăмах йышлă. Ярмăрккасем ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1