НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Конкурса хутшăнăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 10:41 Просмотров: 3151

Йĕпреç муниципалитет округĕн вĕренÿ пайĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ, Йĕпреç округĕн «Çĕнтерÿшĕн» («За победу») хаçачĕ, Йĕпреç округĕн ача-пăча пултарулăх çурчĕ, Йĕпреç округĕн тĕп библиотеки чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа кăçал 135 çул çитнине халалласа «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сăмахлăхпа ÿнер пултарулăхĕн конкурсне ирттересси çинчен тепĕр хут пĕлтереççĕ. 

Конкурса Йĕпреç округĕн шкулĕсенче 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Ăмăртури номинацисем:

1. «Чи лайăх сăвă». Тема – ирĕклĕ. Конкурса компьютерпа пичетленĕ 3 сăвăран кая мар тăратмалла. 

2. «Чи лайăх калав». Ĕçĕ А-4 форматлă шурă хут листи çинче, 12 шрифтпа, 1,5 интервалпа 5 страницăран ытла мар пичетлемелле. Страницăсене номерлесе тухмалла.

3. «Чи илемлĕ ÿкерчĕк». Акварельпе, гуашпа, çуллă сăрăпа, кăранташпа тата ытти хатĕрпе К.В. Иванов хайлавĕсем тăрăх унти геройсене сăнласа кăтартакан ÿкерчĕксем тумалла. Ÿкерчĕксен виçи 210 х 297 мм А4 е 297 х 420 мм А3 форматсем пулмалла.

Чăвашла çырнă, компьютерпа пичетленĕ сăвăсемпе калавсене тата ÿкерчĕксене 2025 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: «Çĕнтерÿшĕн» («За победу») хаçат редакцийĕ, Йĕпреç п., Садовая урам, 6-мĕш çурт, эл. почта, Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. 

Çамрăк авторсен ĕçĕсем çинче «К.В. Иванов конкурсне» тесе палăртмалла, ĕçĕн питĕнче (титулĕнче) хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта тата миçемĕш класра вĕреннине, пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне тата кĕсье телефон номерне кăтартмалла. 

Йĕркелÿ комитечĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1