Ĕлкĕрсе пыма та çук-çке пучинкесем хыççăн! Нумаях пулмасть, тĕрĕсрех каласан, шăп та лăп пĕр уйăх каялла, Пучинкере маскировка сечĕсем çыхма пуçланăранпа çулталăк çитрĕ. Çак паллă кун тĕлне кунтан çапăçу хирне ăсатнă сетьсен шуче 400-пе танлашнăччĕ. Паянхи кун тĕлне çак хисеп 465-пе танлашрĕ. «Аслă çĕнтерÿ кунĕ тĕлне 500-е çитеретпĕрех», - теççĕ пучинкесем. Çаплах пуласси пĕрре те иккĕлентермест.
Вăй-халне ăçтан тупаççĕ-ши? Çулĕсем те чылай-çке: ушкăнра пурте тенĕ пекех тивĕçлĕ канура. Чи асли 82 çул тултарнă (ятне каламăпăр, ăна 70 çултан ытларах параймăн, тĕлĕнмелле йăрă та маттур!), хыçалтанах хăвалакансем те чылайăн. Çав-çавах кашни ир 8 сехет тĕлне «ĕçе» васкаççĕ маттурсем. Пĕр кунта 2 сеть çыхасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ кунта, апатланма çеç кăшт канса илеççĕ те татах ĕçе пикенеççĕ. Хуçалăхра çурхи ĕçсем пуçланни те ушкăн йышне чакармасть, кашниех салтаксене пулăшас ĕçе пĕтĕм вăйне-халне пама хатĕр.
Округри сеть çыхакан ушкăнсем ку ĕçпе çеç çырлахмаççĕ: гуманитари пулăшăвĕ пухассине тата ытти çара кирлĕ япаласем хатĕрлессине те хăйсем çине тиенĕ. Пучинкере те çаплах: кунта госпитальсем валли минтерсемпе матрассем тата валиксем, вырăн çий хатĕрĕсем, аялти кĕпе-йĕм çĕлесе хатĕрлеççĕ, çĕвĕ ĕçĕсене Мария Изосимова пурнăçлать.
Пĕтĕмĕшле илсен, хÿтĕлĕх карри çыхма хутшăнакан хĕрарăмсен шучĕ вăтăралла çывхарать. Кашнин кунта хăйĕн тивĕçĕ% аслăрах çултисем лентăсем касса хатĕрлеççĕ, «лĕпĕшсем» çыхаççĕ – ку ĕçсене ларса тума пулать. Кăшт çамрăкраххисем (кунта та 70 çултан иртнисем пур) станок çине карнă тетеле эрешлеççĕ.
Шупашкарта иртнĕ Йĕпреç ентешлĕхĕн тĕлпулăвĕнче кашни ял тăрăхĕнчи маскировка хатĕрĕсем çыхакан ушкăнсене тав хучĕсемпе тата парне парса чысларĕç. Чи хисеплисене сцена çĕне чĕнсех саламларĕç. Вĕсем хушшинче Пучинкери ушкăнăн ертÿçи Ольга Кириллова та пулчĕ. «Нимĕнле тав хучĕ те кирлĕ мар пире, тав сăмахĕшĕн ĕçлеместпĕр. Салтаксене упрасчĕ, вĕсен пурнăçĕсене çăласчĕ. Кашни çăлăннă пурнăç пирĕншĕн чи пысăк та хаклă парне», - пытармасăрах калать Ольга Васильевна.
«Пĕр шухăшпа, пĕр тĕл-левпе – Çĕнтерÿ патне!» - çак девиза чĕрене хурса тата çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ пучинкесем.
Эльвира Анисимова
Май 2025 |