НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кайăксем - пирĕн туссем!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2025, 14:05 Просмотров: 713

Çуркунне ытла та ир çитрĕ кăçал. Çавна май кайăксем те кăнтăртан ытти чухнехинчен чылай маларах вĕçсе килме пуçларĕç. Кураксемпе шăнкăрчсен янравлă сассисем илтĕнме тытăнчĕç те ĕнтĕ.

Вĕçен кайăксене тивĕçлĕ кĕтсе илес тĕллеве тытса, Туçари культура çурчĕн ĕçченĕсем «Çуркуннехи ырă ĕçсен эрнине» старт пачĕç. Ыркăмăллăх ĕçĕсен акцийĕ пуш уйăхĕн 20-28-мĕшĕсенче иртĕ. Çав тапхăрта çутçанталăка, кайăксене юратакансем шăнкăрч вĕллисем туса йывăçсем çине çакаççĕ, кăнтăртан вĕçсе килнĕ çунатлă туссене сырăшсем çине апат хурса парса хăналаççĕ.

Чи кирли, чи пахи çакă - аслисем ырă ĕçсен эрнине ачасене те явăçтарни. Шăпăрлансем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шăнкăрч вĕллисем, сырăшсем тăваççĕ, кайăксен «столовăйĕсене» хĕвел çаврăнăш вăррипе, кĕрпепе тата ытти апатпа тивĕçтереççĕ. Çунатлă туссем сырăшсем çине пырса ларсан, апатланма тытăнсан вара питĕ хĕпĕртеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3