НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хăнара - вăрман хуралĕн инженерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2025, 14:03 Просмотров: 1075

Пĕтĕм тĕнчери вăрман кунне паллă тунă май, Чăваш Тимешри «Пучахăм» ача садĕнче тăван çутçанталăка упрассипе, ачасене экологи енĕпе хушма пĕлÿ парассипе çыхăнтарнă пысăк мероприяти ирттернĕ.

Мероприятие Йĕпреç лесничествин ĕçченне, вăрмана хÿтĕлес тата упрас енĕпе тимлекен инженера Владислав Пименова чĕннĕ. Хисеплĕ хăна шăпăрлансене хăйĕн профессийĕ, çутçанталăкпа çын хушшинчи уйрăлми çыхăну, вăрманта çÿренĕ чухне пăхăнмалли йĕркесем çинчен каласа кăтартнă.

Владислав Германович пуçланă калаçăва ачасем хăйсем те хастаррăн хутшăннă, инженер вăрманпа çыхăннă ыйтусем парсан, пĕрне-пĕри пÿлсех ыйтусене хуравлама тăрăшнă. Юлашкинчен ача-пăчасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă% çутçанталăка, пурин те пĕр пулса, перекетлĕн упрамалла, каснă вăрман вырăнне çамрăк хунавсем лартса ÿстермелле, чĕрчунсемпе кайăксене хÿтĕлемелле.

Тĕлпулу вĕçĕнче ачасем садике килнĕ хăнапа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1