НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Асамлă шашкăсен» вăййинче

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2025, 13:58 Просмотров: 1179

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕнче шашкăлла выляма юратакан ачасем хушшинче «Асамлă шашкăсем» ятпа фестиваль-тупăшу ирттернĕ. Унта Йĕпреçри 1-мĕшпе 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулсен тата Липовкăри тĕп  шкул командисем активлă хутшăннă.

Шашка хăми çинчи тупăшусем хĕрÿ иртнĕ, вăйă ăстисем  хăйсем пуринчен те маттуртарах пулнине ĕнентерсе пама тăрăшнă. Çапах Липовка ачисене çитекеннисем тупăнман,  команда чысне Игорь Васильевпа Юлия Иванова (6 класс), Марина Васильевăпа Артем Абрамов тата Арина Константинова (4 класс) тивĕçлĕн  хÿтĕленĕ, çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1