Улталас тенĕ – май килмен
Шупашкарта пурăнакан пĕр водитель çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсене улталас тенĕ те, анчах май килмен.
«Хендай Н-1» микроавтобус водительне пакунлисем пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхине асăрханă. Йĕрке хуралçисене курсан арçын машинăри хыçалти ларкăч çине куçса ларнă, хăй пассажир иккенне ĕнентерме пăхнă.
Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма вăл килĕш-мен. Тепĕр виçĕ кунтан ун тĕлĕшпе пуçиле ĕç пуçарнă, ăна руль умне ÿсĕрле тепĕр хутчен ларнăшăн явап тыттарĕç. Сăмах май каласан, 2022 çулта унăн правине туртса илнĕ пулнă иккен.
75 хутчен явап тытнă
Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен проспек-тĕнчи 46-мĕш çурт патĕнче пĕр водитель машинăпа çын çине пырса кĕнĕ.
«Ауди Q5» водителĕ машинăна чакарса пынă чухне çуран утакан ватă çын çине пырса кĕнĕ. 78 çулти кинемее темех пулман, пульницăра тĕрĕсленĕ хыççăн ăна килне янă.
Машина рулĕ умĕнчи 43 çулти арçын урах пулнă. Тĕлĕнмелли çакă: çул-йĕр правилине пăснăшăн ăна административлă майпа çулталăкра 75 хутчен явап тыттарнă.
Пĕлтĕрхинчен чаплăрах иртĕ
Чăваш Енре кăçал та сăра фестивальне ирттерĕç. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» хальхинче утă уйăхĕн 12-19-мĕшĕсенче пулĕ.
Фестивале йĕркелекенсем шантарнă тăрăх, кăçал ăна тата та чаплăрах, çÿллĕрех шайра ирттересшĕн. Республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче хыпарланă тăрăх, «ĕçлĕ партнерсемпе хăнасене» пĕлтĕрхинчен ытларах чĕнмелле.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та сăра фестивалĕ питех кирлĕ мероприяти тесе каланă май, фестиваль аграрисене, влаçа тата усламçăсене пĕрлештернине палăртса хăварнă.
Ултавçăсенчен сыхланăр!
Ултавçăсенчен хÿтĕленмелли çĕнĕ мел шухăшласа тупнă. Android телефонпа усă куракансем сăнпа çирĕплетсен кăна укçа куçарнине, тÿленине тата ытти операцие пурнăçлама пултараççĕ.
Кĕçех ку функци чылай операци тĕлĕшпе ĕçлеме пуçламалла. Ку ултав-çăсем харпăр кабинетпа усă курассинчен сыхлĕ. Ку функципе усă курас тесен банк уйрăмне çитсе е «Госуслуги» сарăм урлă Пĕрлехи биометри тытăмне биометрие памалла. Ултавçăсенчен хÿтĕлекен ăслă платформа хăех операцие биометрипе çи-рĕплетме ыйтать. Тĕслĕхрен, пысăк укçа куçарнă чухне ăна нимĕнле дип-фейк та, сăн ÿкерчĕк те улталаймасть. Малашне кредит илнĕ тата банк карттипе операци тунă чухне те биометрипе çирĕплетмелле тăвасшăн.
Апрель 2026 |
