НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çăкалăх шкулĕнче уяв хаваслă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 10:56 Просмотров: 1222

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çăкалăх шкулĕнче Хĕрарăмсен кунне халалласа уяв иртрĕ.

Зала шкул ачисем, учительсем, ачасен амăшĕсемпе асламăшĕ-кукамăшĕсем кăна мар, ятарлă çар операцинче тăракан салтаксен амăшĕсем те пуçтарăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ Александр Кошелев сăмах илчĕ. Вăл пурне те Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ. Салтак амăшĕсене чечекпе пĕчĕк парне парнелерĕ. Чăтăмлăх, сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Унтан концерт пуçланчĕ. Кĕтнĕ куна кашни класах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чи малтан сцена çине 2-мĕш, 4-мĕш классем тухрĕç. Вĕсем хаваслă ташă парнелерĕç. Улттăмĕшсемпе саккăрмĕшсем хитре юрăсем юрларĕç. Пиллĕкмĕшсем чуна тивекен сăвăпа савăнтарчĕç. 1-мĕшсемпе 3-мĕшсем юрларĕç те, ташларĕç те. Тăххăрмĕшсем вара саламлама ятарласа видеоролик хатĕрленĕ — ăна кăтартса пурне те хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç.

Юлашкинчен пуçтарăннă хăнасене сĕтел хушшине чĕнтĕмĕр. Салтак амăшĕсем хăйсене хисепленсе сума сунишĕн тав турĕç. Çамрăк ăрăва çирĕп сывлăх сунчĕç. Тĕлпулу кăмăллă иртрĕ.

Мария Орлова,

çăкалăх шкулĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4