НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Паттăрсен амăшĕсене – чечексем»

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 10:50 Просмотров: 1294

Çак акцие кашни ял тăрăхĕнчех хутшăнчĕç. Ятарлă çар операцине кайнă салтаксен амăшĕсене çурхи ăшă уявпа - Хĕрарăмсен кунĕпе саламласа шкул ачисем чечексем парнеленĕ. Çĕршыва хÿтĕлеме юрăхлă хастар та хăюллă ывăлсем çитĕнтерсе ÿстернĕшĕн ăшшăн тав тунă, ырлăх-сывлăх тата тăнăçлăх суннă.

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура пурин те пĕр шухăшлă пулмаллине, ятарлă çар операцине хутшăнма тухса кайнисен çемйисене май килнĕ таран тимлĕх уйăрмаллине, вĕсене ĕçпе те, ăшă кăмăл-сипетпе те пулăшмаллине шкул ачисем те питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та «Паттăрсен амăшĕсене – чечексем» акцие хаваспах хутшăннă ачасемпе çамрăксем.

Акă Пучинкери шкулта пĕлÿ илекенсем чечек çыххисем йăтса ялти кашни салтак амăшĕ патне киле пырса савăнтарнă. Чун-чĕререн тав тунă ачасене хĕрарăмсем. Пысăк Упакасси шкулĕнче вĕренекенсем салтак амăшĕсене хăйсем патне шкула хăнана чĕннĕ. Хĕрарăмсене чечек çыххисем, пĕчĕк парнесем парнеленĕ тата уяв концерчĕ лартса панă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4