НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Аталанма Пуçарулăх Кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2025, 14:51 Просмотров: 2070

2024 çула хыçа хăварнă май, муниципалитет округĕн агропромышленноç комплексĕ (АПК) хăйĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Асăннă отрасльте ĕçленĕ, халĕ те вăй хуракан ветерансен районти организацийĕ нарăсăн 6-мĕшĕнче ирттернĕ çулталăкри тĕп пухура шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕ, унта иртнĕ çул пурнăçа кĕртнĕ тĕллевлĕ ĕçсем çинче чарăнса тăнипе пĕрлех малашлăх задачисене те палăртрĕç.

Пухăва республикăри АПКн ветерансен союзĕн ертÿçин çумĕ Валерьян Соловьев, Йĕпреç муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин территорисене аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Николай Федоров тата  ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин хутшăнчĕç, виççĕшĕ те, отчета сÿтсе явнă май,  сăмах тухса каларĕç, кашниех республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен  Патшалăх Канашне янă Çырури тĕп самантсем çинче чарăнса тăчĕç.

АПК ветеранĕсен союзĕн вырăнти организацийĕн ертÿçи Анатолий Петров тунă отчетран çак шухăш уçăмлăн палăрчĕ: муниципалитет округĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине хальхи вăхăт ыйтнă пек аталантарса пырас ĕçе аграри тытăмĕнче тăрăшакансем те курăмлă тÿпе хываççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем куçкĕретех. Отрасль мĕнлерех аталаннине тухăçлăх кăтартăвĕсем тата та лайăхрах палăртаççĕ. «Темиçе кун каялла кăна-ха республика Пуçлăхĕ Олег Николаев АПК ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ, - терĕ Анатолий Иванович, çулталăкри ĕç-хĕл çинчен отчет тунă май. - Олег Алексеевич республикăри тырпул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, ытти профессисен ĕçне пысăк хак панă май обществăлла организацисен пĕрлĕхне, ветерансен канашĕсен тăрăшулăхне пысăк хак пачĕ...».

Пирĕн муниципалитет округĕнчи АПК ветеранĕсен канашне Анатолий Иванович ертсе пыма тытăннăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха, анчах кĕске хушăрах пĕрлехи йышпа пурнăçа кĕртнĕ, ăшă сăмаха тивĕçлĕ ĕç сахал мар пурнăçланине палăртрĕç тĕп доклада сÿтсе явма хутшăннă çынсем. Ахальтен мар ĕнтĕ  АПК ветеранĕсен союзĕн обществăлла организацийĕн пĕлтĕрхи  ĕçне «лайăх» паллăпа хакларĕç.

АПК ветеранĕсен организацийĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, Общество палатин, ытти пĕрлешÿсен, предприяти учрежденисен, шкулсен, клубсемпе библиотекăсен представителĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, республикăри малта  пыракан хуçалăхсемпе агрофирмăсене тухса çÿреме, вĕсенче асăрханă çĕнĕлĕхсене хамăр патра çул пама тăрăшнине ырламалла. Кунпа пĕр вăхăтрах вăл Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пурнăçланакан наци проекчĕсем мĕнлерех ĕçпе çирĕпленсе пынипе те, сиксе тухакан çивĕч ыйтусене татса парассине мĕнлерех йĕркеленипе те кăсăкланма вăхăт тупать.

Юлашки çулсенче, çакна пытармăпăр, пирĕн тăрăхра та ял-саласем пушанса пыма тытăнни, хупăннă çурт-сем йышланни, аграри тытăмĕсенче анлă тавракурăмлă  кадрсем çитменни, уйрăм çынсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсенчен чылайăшĕ çум курăкпа витĕнни, çавна май çамрăксем хушшинче çĕр çыннин чыслă та сумлă ятне хисепе хуманни уçăмлăн палăрма пуçларĕ. Кăмăла хуçакан ыйтусене те хускатрĕç çулталăкри тĕп пухура. «Паянхи яла йывăрлăхсенчен хăраса тăман, ырă пуçарусене шанчăклăн çул парса пыракан çынсем кирлĕ, - пĕтĕмлетрĕç вĕсем. - Пысăк, малашлăхлă ĕçе тума тытăнакансене патшалăх паракан пулăшусен шучĕ ÿссех пырать. Чылай муниципалитет округĕсем ку енĕпе вăр-вартарах та, пуçаруллăрах та».

Тĕслĕх илсе кăтартрĕç. Акă, патăрьелсем 1 гектар çĕр пуçне патшалăхран 7 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ, эпир вара _  800 тенкĕлĕх çеç...

Общество организацийĕ çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕçре прогрессивлă меслетсене асăрхама пĕлни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăрт-са хăвармасăр иртеймĕпĕр. Халĕччен унăн Хисеп кĕнеки пулман. Çывăх вăхăтрах ăна йĕркелесшĕн, Положенине туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль тума палăртнă. Аграри ветеранĕсене тивĕçлĕ канăва тухнă чухне çак хисепре чысласси вăй илĕ. Сăмах майăн, çĕнĕ медаль кавалерĕсен хушшинче чи малта аграрин Хисеп кĕнекине кĕнисем тăрĕç.

 Ветерансен тĕрлĕ шайри канашĕсем республика, муниципалитет органĕсен, территори пайĕсен шанчăклă тĕревĕ пулнине пурнăç кăтартса пачĕ ĕнтĕ.

Пухура пулнисем ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов общество организацийĕсен пуçаруллă утă-мĕсене кирек хăçан та хавхалантарса пынине палăртрĕç. Акă, савăнтаракан хыпар: кăçал регионти ял хуçалăхне аталантарма 33 миллиард тенкĕ яраççĕ, субсидисемпе пулăшмалли майсене ытларах упраса хăварнă, вĕсем хуçалăхсен мĕнпур формисене пырса тивеççĕ. Техникăна çĕнетессипе йышăннă республика программинче бюджетра 568,1 миллион тенкĕ пăхса хунă.

Тĕп пухура çĕкленĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусен хушшинче чи малта тăраканни Тăван çĕршывăн аслă вăр-çинче +ĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăнни пулчĕ. Раççей Президенчĕ 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Пирĕн республикăра ăна Çĕнтерÿпе патриотлăха халаллаççĕ. Ытти çĕрти пекех, йĕпреçсем те пĕтĕм халăх уявне сумлăн паллă тăвас тĕллевлĕ. АПК ветеранĕсен канашĕ ку енĕпе ятарлă план туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. «Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче уявлакан Чăваш автономине йĕркеленĕренпе  105 çул çитнине те савăк лару-тăрура кĕтсе илесшĕн, - терĕ Анатолий Иванович тĕлпулу вĕçĕнче. - Вырăнсенче йĕркелÿ комитечĕсем ĕçе тытăннă ĕнтĕ, çак тĕллевпе нумай мероприяти ирттерме палăртнă. АПК ветеранĕсем, яланхи пекех,  пуçаруллисен йы-шĕнче пуласса шанатăп».

Ырă тĕслĕхсемпе палăрса тăракан вырăнсене тухса çÿресси кăçал та тĕпре пулĕ. Ятарлă планпа килĕшÿллĕн, тăван тăрăхри ĕçлекен чир-кÿсене, культура учрежденийĕсене, Вăрнарти хутăш препаратсен заводне, Шуршăлти Космонавтика музейне, Шупашкарти тракторсен  музейне, Сăр çинчи хÿтĕлев чиккине, Тутар Республикинчи Сиктерме-Хусанкай ялне тата ытти çĕре çитсе килесшĕн. Республикăри малта пыракан АПК предприятийĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕпе малалла паллашасшăн. Аграри тытăмĕнче паллă йĕр хăварнă ĕçтешсен юбилейĕсене савăнăçлă лару-тăрура ирттересси те кун йĕркинчех пулать. Пирĕн тăрăхри ялхуçалăх производствинче тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, çĕршывăн сумлă наградисене, хисеплĕ  ятсене тивĕçнĕ çынсем йышлă. Хăшĕ-пĕрисем пурнăçран уйрăлса кайнă та ĕнтĕ. Вĕсене манăçа кăларас марччĕ.  Ветерансен республикăри канашĕн пуçарăвĕпе аграри ветеранĕсене чысласа Асăну хăмисем уçасси йăлана кĕчĕ. Ку пуçарăва ÿлĕмрен те çул парасси пирки те калаçрĕç отчет пухăвĕнче.

Тĕлпулу вĕçĕнче вара Анатолий Петров Кĕлĕмкасси салинче пурăнакан Николай Марушева (вăл хăй вăхăтĕнче «Красный фронтовик» колхозра яваплă вырăнсенче ĕçленĕ) Агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен Союзĕн республикăри организацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Николай Иванович çак наградăна ялхуçалăхĕнче тунă пархатарлă ĕçсемшĕн тата çуралнăранпа  75 çул тултарнă ятпа тивĕçнĕ.

Тĕлпулу вĕçленнĕ хыççăн отчет пухăвне хутшăннисем Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрне çул тытрĕç,  кунта ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн çапăçакан салтаксем валли маскировка сечĕсем çыхакан, тĕрлĕ пулăшу пуçтаракан хĕрарăмсен ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Ветерансем çак ĕçе пурнăçлакан центр ертÿçин Роза  Хлебниковăн кăтартуллă ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç...

Геннадий Кузнецов

 

14 февраля 2025 г.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4