Стипендиат ятне çĕнсе илнĕ Чăваш Енре пин çамрăк хушшинче Çăкалăхри тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Вадим Алексеев та пурри тăван шкул чысне çĕклет.
Хăй вăхăтĕнче аппăшĕсем те çак пысăк хисепе тивĕçнĕччĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче Вадим Роман Алексеев депутатăн стипендине тивĕçрĕ. Ун хыççăнах документсене хатĕрлесе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тăратрĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Паллах, çак хисеп çанă тавăрса ĕçлемесĕр, вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçре çитĕнÿ тумасăр пулмасть. Вадим «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртусенче, конкурссенче тивĕçлĕн хÿтĕлет.
Хăйĕн пĕлĕвне муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче тĕрĕслет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче физкультурăпа çĕнтерÿçĕ, истори предмечĕпе призер пулчĕ. Пуçламăш класранпах шашкăлла, шахматла выляма юратать. Федор Константинович Скворцов вĕрентекен ертсе пыракан «Тĕлĕнтермĕш шашка» кружока хавхалансах çÿрет. Муниципалитет шайĕнче, зонăра, республикăра та темиçе хутчен çĕнтерÿçĕпе призерсен йышне кĕчĕ. Шкул командипе кашни çулах малти вырăнсене йышăнса çитĕнÿпе савăнтарать. Муниципалитет ша-йĕнче шашкăлла выляса пĕрремĕш пулчĕç. Унтан малалла Çĕмĕрле хулинче «Чудо-шашки» фестивальте каллех командăпа 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Республикăри «Чудо-шашки» фестивальте Вадим 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хамăр округра «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» ирттернĕ «Умные шашки» турнирта çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Районти «Юнармия» членĕсем хушшинче иртнĕ турнирта та 1-мĕш вырăна тухрĕ. Шашкăлла выляса çĕнсе илнĕ дипломсемпе хисеп хучĕсем чылай унăн.
Пултаруллă каччă шкул чысне «Зарница» вăййисенче хÿтĕлет. Шкул командипе малти вырăн йышăнса Йĕпреç округĕн чысне çĕклет. «Пире çак мире хутĕлеме шаннă» чĕнÿпе иртнĕ çарпа спорт фестивальне хутшăнса ытти ачасемпе пĕрле çĕнтерÿ туптать.
Хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслет. «Золотое Руно» акăлчан чĕлхипе иртекен конкурссенче, «Чĕвĕлти Чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру» вăйă-тупăшусене хутшăнса чылай диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Экология России» интернет-конкурсра 2-мĕш выран йышăнчĕ. Акăлчан чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри онлайн-олимпиадăна хутшăнса хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Анатолий Никитин ячĕпе иртекен Асăну турнирне те хастар хутшăнать. Шашкăлла выляса тата автомата сÿтсе-пуçтарассипе 3-мĕш вырăна тухрĕ. «Кросс нации» чупăва хутшăнса кашнинчех дипломсене тивĕçнĕ. Шкулта çулталăк хушшинче пултарулăхпа палăрнисене хисеп хучĕсемпе хавхалантараççĕ. Кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕнче Вадима «Знаток истории» дипломпа чысларĕç. Муниципалитет шайĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 сулхи юбилейне халалласа ирттернĕ «Пирĕн çĕнтерÿ» пултарулăх конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. «Кăмпаçăн карçинкки» фотоконкурсра унăн ĕçĕ 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Вадим пушă вăхăтра ÿкерме юратать. Унăн ÿкер-чĕкĕсенче ытларах тăван тавралăх илемĕ сăнарланнă. Çут çанталăк илемне хут çине куçарать. «Сказы Павла Бажова» ÿкерчĕксен конкурсĕнче диплома тивĕçрĕ. Техникăпа кăсăкланать. «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Шкул пурнăçĕ, ачасен çитĕнĕвĕсем пирки час-часах информациллĕ материалсем ярса парать. Юратнă хаçат ирттерекен слетсене хастар хутшăнать.
Тăрăшуллăскер спортпа та туслă. Шкул чысне волейболла, баскетболла тата футболла выляса хÿтĕлет. Командăпа пĕрле çĕнтерÿ туптать. Совет Союзĕн чемпионне Тимофей Петрова халалласа ирттенĕ чупура 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. (2024). Спартакиада зачетĕнче 400 метра чупса 2-мĕш пулчĕ. Районти ăмăртура чупассипе 2-мĕш вырăна тухрĕ. Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ А.С. Аширов ячĕпе иртекен эстафетăра та лайăх çитĕнÿсемпе савăнтарать. Шкул команди темиçе çул хушши çĕнтерÿçĕ кубокне тивĕçнĕ. Кунта Вадимăн тÿпи те пысăк.
Пирĕн шкулта çакăн пек пултаруллă, тăрăшуллă ачасем пурришĕн чунтан савăнатпăр, мăнаçланатпăр эпир.
Юлия Кошелева,
вĕрентекен
21 февраля 2025 г.
Март 2025 |