НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăрăшуллă Анна

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2025, 11:52 Просмотров: 1760

Çăкалăхри тĕп шкулта пултаруллă вĕренекенсем йышлă. Вĕренÿри, спортри, обществăлла ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илекенсен  шучĕ те çултан çул ÿссе пыни савăнтарать. Кăçалхи çул çак хисепе икĕ вĕренекен тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри – 9-мĕш класра вĕренекен Аня Артемьева.

Пултаруллă хĕр ача шкулта ирттерекен меропритисене хастар хутшăнать. Класра вăл староста тивĕçне пурнăçлать. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Хăйĕн пĕлĕвне муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче тĕрĕслет. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче физкультура, ОБЖ предмечĕсемпе призерсен йышне лекрĕ. Кăçалхи çул чăваш чĕлхи тата литературипе çĕнтерÿçĕ, ОБЗР предмечĕпе призер пулчĕ. +итес вăхăтра физкультура тата чăваш чĕлхи предмечĕсемпе район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме хатĕрленет.

Пуçламăш класранпах республикăра тухса тăракан ача-пăча кăларăмĕсемпе «Тантăшпа» тата «Теттепе» тачă çыхăну тытать. Хаçат ирттерекен конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Экологи çулталăкне халалласа ирттернĕ «Эпĕ чĕр чунсене юрататăп» фотоконкурсра çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Районта иртнĕ «Мухтав сана, Чăваш Ен!» сăвăçсен конкурсĕнче хăй çырнă сăввипе 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Йĕпреç район администраци пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Аня сăвăсене илемлĕ вулама ăста. Пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа «Ан хăр, юман, ан хуçăл» ятпа иртнĕ поэзи фестивалĕнче диплома ти-вĕçрĕ. «Çеçпĕл вулавĕсем», «Эпĕ чăвашла калаçатăп» «Чăвашлăх – ман чунра» конкурссенче дипломсене тивĕçрĕ.

Тăван шкулта Раççей Геройне Л.С.Константинова халалласа ирттерекен волейбол турнирне те активлă хутшăнать. Хăйне шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçлать. 5-мĕш класранпах «Зарница» çарпа спорт вăййисенче хастарлăх кăтартать. Шкул командипе малти вырăна йышăнса Йĕпреç округĕн чысне кашни çулах республика шайĕнче тивĕçлĕн хÿтĕлет. Аня темиçе çул хушши шкулти «Çамрăк пограничниксем» «Юнармия» ушкăнсен командирĕ пулчĕ. «Чăваш Енри чи лайăх юнга» ята тивĕçнĕ.

Тăрăшуллăскер хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ конкурссенче кăтартса парать. «Золотое Руно» акăлчан чĕлхипе иртекен конкурсĕнче, «Чĕ-вĕлти Чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру» вăйă-тупăшусене хутшăнса чылай дипломсем илчĕ.

Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче вĕренÿри, спортри, обществăлла ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ача-пăча центрĕн «Орленок» лагерьне кайма тÿлевсĕр путевкăна тивĕçрĕ, çуллахи кану вăхăтĕнче тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ачасемпе пĕрле тинĕс хĕрринче канчĕ. Лагерь пурнăçĕнче хастар пулнăран «Турист Олимпийского» ята та илнĕ вăл.

Хастарскер районти «Движение первых» юхăмра тăрать. Раштав уйăхĕнче хамăр округри пултаруллă ачасемпе пĕрле Мускавра пулчĕ, тантăшĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Аня шашкăлла выляма юратать. «Чудо-шашки» кружока çÿрет. Шкул чысне район, зона, республика шайĕнче тивĕçлĕн хÿтĕлет. Портфолиора çак енпе çĕнсе илнĕ дипломсемпе хисеп хучĕсем чылай пулни çакна çирĕплетет.

Районти «Пограничниксен туслăхĕ» ушкăнран панă тав хучĕсем, республикăра иртекен çамрăк пограничниксен слетĕнче çĕнсе илнĕ дипломсемпе медальсем унăн тăрăшулăхне палăртаççĕ. Спартакиада шайĕнче шкулсем хушшинче футболла выляса «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» тата волейболла выляса «Чи лайăх тапăнакан» ята тивĕçрĕ. Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Анатолий Никитин ячĕпе иртекен асăну турнирĕнче те вăл маттур та пуçаруллă. Шашкăлла выляса, автомата сÿтсе пуçтарассипе малти вырăнсене йышăнать. Пăрачкав хулинче иртнĕ тинĕс çар вăййисен пилĕк енлĕ тупăшăвĕнче семафорпа паллăсем парассипе, тинĕс тĕввисем çыхассипе, автомата сÿтсе пуçтарассипе темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Мария Орлова класс ертÿçи йĕркелесе пынипе, тĕрлĕ видеороликсен конкурсне хутшăнса вăл çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ. Муниципалитет шайĕнче «Наследие Маленького принца» «Ревизорро» пултарулăх конкурсĕсенче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Пултаруллă Аньăна Тăван шкулта туптаннă тăрăшулăх, ăнтăлу малашне те çитĕнÿ çулĕпе çирĕппĕн утма пехиллетĕр.

Юлия Кошелева,

вĕрентекен

 

14 февраля 2024 г.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4