НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хастар хĕрарăма пуç тайса

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2025, 11:10 Просмотров: 2095

Киров ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи,  Пăкăянти культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Соловьева  пуçарнипе, вăл хамăр тăрăхри çынсене ура çине тăратнипе 2023  çулхи октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче тăван поселокра ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтĕлев каррисем çыхмалли пункт  йĕркеленчĕ.

Çак тĕлĕнмелле пултаруллă та тăрăшуллă çын тавра чи малтанах  унпа пĕр шухăшлисем, Пăкăян хĕрарăмĕсем чăмăртанчĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршывăн патшалăх интересĕсене хÿтĕлекенсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшас, çĕнте-рĕве çывхартас  тĕллевпе  малалла Тарăнварпа Эконом  поселокĕсенче пурăнакансене тата ытти хула-ялсенче пурăнакан ентешсене  пĕр чăмăра чăмăртаканĕ те Светлана Соловьева пулчĕ.  Пархатарлă ĕçе вăл хăйĕн пĕтĕм  вăй-халне, чăтăмлăхне, ăсталăхне, пултарулăхне,  çирĕплĕхне,  чун-чĕре ăшшине парать, йывăрлăхсене, чăрмавсене парăнмасăр, вĕсене çĕнтерсе малаллах талпăнать. Ыттисене ырă ĕçсем тума хавхалантарсах тăрать.

   Хисеплĕрен те хисеплĕ Светлана Соловьевăна тата вăл ертсе пынипе ялти культура çуртне хÿтĕлев карри çыхма çÿрекен, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса СВОна яракан е урăх енĕпе пулăшу паракан ырă чун-чĕреллĕ, тăрăшуллă хĕрсене, хĕрарăмсене - хамăр ялсене те, ытти  ентешсене те  - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе  ăшшăн саламлатпăр. Сире эпир çĕре çитиччен пуç тайса тав сăмахĕ калатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, юрату, ăнăçу сунатпăр. Çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, сире çÿлти Турă пулăшсах тăтăр. Хăвăртрах пурте кĕтекен Çĕнтерÿ çиттĕрччĕ те тăнăç пурнăçпа пĕрле савăнса  пурăнмалла пултăрччĕ.

 Ятарлă çар операцине  хутшăнакан  ентешĕрсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем тата Киров ял тăрăхĕнче

пурăнакансем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3