НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ян! янратăр-и тăван чĕлхемĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2025, 10:47 Просмотров: 2423

Иртнĕ шăматкун Пучинке ялĕнчи тĕп культура çуртĕнче Чăваш сăмахлăхне халалланă «Янратăр тăван чĕлхе!» поэзи фестивалĕ иртрĕ. Çак илемлĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ уява Пучинкери ача садне çÿрекенсем, таврари шкулсенче  вĕренекенсем тата аслăрах çултисем чăваш поэчĕсем калăпланă сăвăсене илемлĕ вуласа тупăшрĕç. Суйласа илнĕ хайлавсем хушшинче ытларах Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Юрий Сементер, Петĕр Хусанкай патриотизм темине халалланă сăвăсем пулчĕç.

Чăваш чĕлхине чăннипех те юратакансемшĕн сцена çине тухма уйрăмах хумхануллă пулнин сăлтавĕ пысăк – сумлă поэтсем тÿре сĕтелĕ хушшинче хăйсем ларни чĕресене хыттăнрах тапма хистерĕ, паллах, Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату поэтеса, Раççей тата Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Дмитриева кашни вулакана тимлĕ итлесе хак пачĕç.

Сцена çине чи малтан Пучинкери ача сачĕн шăпăрланĕсем тухрĕç. Куракансене сăвăпа çеç мар, юрă-ташăпа та савăнтарчĕç. Чи кĕçĕннисем хушшинче Софья Ларионова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ, Ульяна Ильина тата Екатерина Сильвестрова (Кĕлĕмкасси, ертÿçи А. Басманцева) 2-мĕш вырăна тухрĕç. Кирилл Матвеев тата Екатерина Рузаева 3-мĕш вырăнта пулчĕç.

Шкул çулĕнчисем те куракансемпе тÿресене пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Пуçламăш класра вĕренекенсен хушшинче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç% Богдан Петров (Пучинке, Л. Иванова), Таисия Алексеева (Пучинке, Т. Козлова), Екатерина Данилова (Пучинке, О. Федорова), Ангелина Федорова (Кĕлĕмкасси, Е. Петрова). Иккĕмĕш вырăна Мария Иванова, Антон Евдокимов, Сергей Васильев, Мария Анисимова (Пучинке, Т. Козлова), Влада Федорова (Кĕлĕмкасси, Е. Петрова), Аделина Александрова (Пучинке, Т. Иванова) тухрĕç, Никита Максимов (Пучинке, Т. Козлова), Кира Антонова, Эльза Матвеева тата Савелий Жалнин (Пучинке, Т. Иванова) 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç.

5-7 классенче вĕренекенсен хушшинче чи пултарулли Егор Басманцев (Кĕлĕмкасси, А. Басманцева) пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Яна Хрисанова, Александр Хрисанов (Пучинке, Е. Михайлова) тухрĕç. 3 вырăнта – Денис Васильев, Егор Петров, Мария Крылова, Ирина Петрова (Пучинке, Е. Михайлова) тата Лидия Степанова (Пучинке, Г. Мельцова).

Аслă классенче вĕренекенсем те кĕçĕннисенчен пĕрре те юлмарĕç. Вĕсенчен чи пултарулли вара Андрей Никитин (Эйпеç, Л. Школьникова) пулчĕ. Василиса Даниловăпа Юлия Васильева (Пучинке, Е. Михайлова) 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, 3-мĕшне Кристина Иванова (Пучинке, Г. Мельцова) тата Алина Никитина (Янкăлч, Канаш округĕ, З. Кузьмина) тухрĕç.

Кĕлĕмкасси культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿрекен Ольга Сильвестрова Мусса Джалиль сăввине тĕлĕнмелле илемлĕ вуласа 1 степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕ. Ольгăн вĕрентекенĕ Надежда Никандрова хăй те фестивале хутшăнчĕ. Паянхи пурнăçпа çыхăнтарнă сăвă йĕркисем кашни кураканăн чĕри витĕр тухса куçĕсене шывлантарчĕç. Уйрăммăн каласа хăвармасăр майĕ те çук% Надежда Агеевна мĕн тери тарăннăн, чуна пырса тивмелле, çав тери çÿллĕ шайра сăвă вулама пултарнине сăнласа пама сăмах тупма та йывăр. Фестиваль иртнĕ хыççăн ун пултарулăхне ырласа тата ăсталăхĕнчен тĕлĕнсе каланине чылай çынран илтме тиврĕ. çак фестивалĕн çĕнтерÿçин ятне кăна мар, залра ларакансен юратăвне те çĕнсе илчĕ вăл.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6