НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юхма Мишши - Йĕпреç Ен хăни

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2025, 10:43 Просмотров: 2220

Тăван литература каçалăкĕнче çанă тавăрса тăрăшакан, вулакансене çак тарана çитсе 300 ытла кĕнеке парнеленĕ, прозăра та, поэзире те, драматургипе таврапĕлÿ тытăмĕнче те, критикăпа тĕпчев ĕçĕнче те, юрăсен сăмахĕсене кĕвĕлессипе те пĕр танах палăрма ĕлкĕрнĕ çыравçă кам тесе ыйтас-тăк, пурте пĕр шухăшлăн Михаил Юхма (Юхма Мишши) ятне асăннă пулĕччĕç. Паянхи куна илсен, Чăваш Енре кăна мар, Раççейри нацисен литературинче те унпа танлашаканнине тупма йывăр. ,çне, чыс-сумне кура вара - хисепĕ те. Вăл - Чăваш халăх çыравçи, республикăн искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Атăл тăрăхĕнчи халăхсен автономийĕсем çирĕплетнĕ пĕтĕм хисеплĕ ятсемпе премисене илме тивĕçнĕ Михаил Николаевичăн пуçне чап кăшăлĕсем йышланни нимĕн чухлĕ те çавăраймасть, вăл, инçе çула тухнă ырми-канми çулçÿревçĕ пек, вĕçĕмех малтан та малалла талпăнса утать. Тăхăр теçеткене çитсе пырать Михаил Юхма. Пире çĕнĕрен çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарнă май, хăйне ватлăх нимĕн чухлĕ те  сĕртĕнменнине кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе çирĕплетсе парать. Унăн пĕтĕм тĕнче шайĕнче тунă çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илнĕ хисеплĕ ячĕсене асăнса та пĕтререймĕн...

Иртнĕ ытларикун, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Михаил Юхма Йĕпреç тăрăхĕнче хăнара пулчĕ, ĕçчен те тăрăшуллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çамрăк ăру вĕренĕвĕпе паллашма вăхăт тупрĕ. Сумлă çыравçăна чи малтан Йĕпреçри пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта ăшă тĕлпулу кĕтрĕ. Шкул директорĕ Владимир Романов ăна хăй ертсе пыракан коллективăн кулленхи пурнăçĕ çинчен тĕслĕхсем илсех каласа кăтартрĕ. Районти чи пысăк вĕрентÿ учрежденийĕ яш-кĕрĕме вăхăтпа тан утма тĕрĕс воспитани, çирĕп ăс-тăн панăшăн Михаил Николаевич вĕрентекенсен йышлă çарне тав турĕ.

Пуш алăпа килмен сумлă çыравçă Йĕпреçе. Вăл шкул вулавăшне хăй çырнă кĕнекисене 30 ытла экземпляр парнелĕх кÿчĕ. Вĕсен хушшинче вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн класс тулашĕнче вулама кĕртнĕ хайлавсем те пур. Калас пулать,  ку енĕпе Чăваш халăх çыравçи çур ĕмĕре яхăнах пуçарулăх кăтартать, унта-кунта тĕлпулăва кайсан парне кÿме халăх уйрăмах килĕштерсе вулакан кĕнекисене пĕрле илет. Кунашкал ыркăмăллăх юхăмне хутшăнакансенчен Михаил Юхма тĕслĕхне çул паракансенчен тата кам пур-ши;

Вăтам шкулти вĕрентекенсемпе сывпуллашсан, Михаил Николаевич Йĕпреçри тĕп вулавăша çул тытрĕ. Ăна кунта та тÿсĕмсĕррĕн кĕтнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем хаклă хăнана халалласа ятарлă стенд та хатĕрленĕ. Унăн кĕнекисен пĕчĕк куравне йĕркелеме те ĕлкĕрнĕ. Библиотекăн иккĕмĕш хутĕнчи конференц-зала Йĕп-реçри пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулăн 10 «м» тата 10 «г» класĕсенче вĕренекенсем пуçтарăннă иккен, вĕсене Чăваш халăх çыравçипе тĕл пулма чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алина Семеновăпа Ирина Тихонова тата Лия Николаева преподавательсем илсе килнĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, шкул программипе пăхман уçă урок - литература урокĕ - пуçланчĕ. Унăн уйрăмлăхĕ акă ăçта: вăл, яланхи пек 40 минут мар, 2 сехет ытларах тăсăлчĕ, çав хушăра калаçаканĕсем вĕрентекенсемпе вĕренекенсем мар, Михаил Юхмапа унăн пултарулăхне хакласа пахалакан вулакансем пулчĕç.  Асăннă шкул директорĕ, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Владимир Романов хаклă хăнана хăйсем патне килме вăхăт тупнăшăн ăшă туйăмлă сăмахсемпе тав турĕ, ÿлĕмрен те Йĕпреç ене килсех çÿреме  сунчĕ.

Вуннăмĕшсем хăйсем пуçласа куçа-куçăн тĕл пулнă çыравçăн кашни сăмахне сывлама маннă пекех кăсăкланса итлерĕç. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене хăна илсе кăтартнă тĕслĕхсем нихăшне те хумхантармасăр хăвармарĕç пулас: вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла панă ыйтусене Михаил Николаевич çийĕнчех хуравларĕ.

- Манăн чылай хайлавсене Европăпа Азири тата Африкăри çĕршывсенчи шкулсен кĕнекисене кĕртнĕ, - терĕ вăл. - Вĕсем тăрăх лартнă спектакльсене те чылай çĕрте кăтартаççĕ. Эсир те вĕсемпе кăсăкланни, манăн пултарулăха тишкерме ăнтăлни кăмăлăма çĕклет. Сирĕн хушăра та тăван литературăра хăйсен  ячĕсене палăртакансем тухасса шанатăп».

Тĕлпулура тухса калаçакансем татах пулчĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш журналисчĕсен +емен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Геннадий Кузнецов Михаил Николаевича малашне те çĕнĕ çитĕнÿсемпе савăнтарма, вулакансем уйрăмах хапăл туса йышăнакан истори, таврапĕлÿÿ, чăваш улăпĕсем çинчен çĕклекен темăсене «симĕс çутă» парсах тăма сунчĕ.

Елена Иванова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1