НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Паттăр ентешĕн ячĕ яланах пирĕн асра

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:31 Просмотров: 1567

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Смычка клубĕнче черетлĕ Астăвăм турнирĕ пулчĕ. Ку мероприяти Çăкалăх шкулĕн выпускникне, Смычка ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Николаевич Никитина халалласа иртрĕ. Анатолий – Чечен çĕрĕ çинче пуçне хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ. 

Ку турнир пирĕн тăрăхра 2017 çултанпах пырать. Ăна Чечен çĕрĕ çинче салтак службине ирттернĕ ветеран Сергей Васильев пуçарнипе йĕркелесе янă. Кăçалхипе 8-мĕш хут иртрĕ.

Малтанах ертсе пыракансем, Т. Артемьевăпа Н. Михайлова, Анатолий пурнăçĕпе паллаштарĕç, салтакăн йывăр шăпине асăнчĕç. Каярах хăнасем сăмах илчĕç. Вĕсем хушшинче Ирçе Çармăс территори пайĕн  пуçлăхĕ Леонид Кураков, ветеран-пограничниксен хамăр округри пĕрлешĕвĕн ертуçи Николай Шашкин, Афганистан ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Баранов, хальхи вăхăтра СВОра тăракан Андрей Смирнов пулчĕç.

Çăкалăх шкулĕн вĕренекенĕсем чуна хумхантаракан юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Ун хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Пăшалпа перессипе Эльвира Абрамовăпа Сергей Тарасов çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта Марина Тимофеевăпа Александр Тарасов, виççĕмĕшсем – Татьяна Артемьевăпа Федор Скворцов пулчĕç. Автомата сÿтсе пуçтарассинче Денис Васильевпа Аня Артемьевăна çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăнта Мария Орловăпа Вадим Алексеев, 3-мĕшсем – Алиса Семеновăпа Павел Ананьев пулчĕç. Шашкăлла выляса Ирина Васильева тата Вадим Алексеев 1-мĕш вырăна тухрĕç, 2-мĕш вырăнта Софья Раковăпа Игорь Васильев, 3-мĕшсем Марина Васильева тата Юрий Никитин. çĕнтерÿ-çĕсемпе призерсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Анатолийăн çывăх тăванĕсем кашнинех тутлă апатпа хăналарĕç. 

Турнир çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта хутшăннисен паттăрсен ятне манмалла маррине, вĕсене ялан асра тытмаллине çирĕплетсе пачĕç. 

Мария Орлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6