НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Герой ятне çÿллĕ шайра тытаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:27 Просмотров: 1625

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче культура аталанăвĕн центрĕнче Çарпа патриот клубĕсен, кадет класĕсен тата «Юнарми» уйрăмĕсен «Пире çак тĕнчене упрама халалласа хăварнă!» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. 

Ăмăртăва пирĕн округри 11 ушкăн хутшăнчĕ. 110 ытла çамрăк армеец хăйĕн вăйне виçрĕ. Хутшăнакансем 4 енлĕ тупăшу витĕр тухрĕç. Вĕсен хушшинче стройпа утасси, Калашников автомачĕпе магазинне сÿтсе пуçтарасси, çар эстафети тата викторина пулчĕ.

Çăкалăх шкулĕн команди малти вырăна тухрĕ. Шкул чысне 9 çамрăк армеец хÿтĕлерĕ: Аня Артемьева (командир), Вадим Алексеев, Сергей Протасов (9 класс), Алиса Семенова, Саша Никифоров, Андрей Ильин (8 класс), Павлик Ананьев (7 класс), Лера Андреева, Игорь Васильев (6 класс). Ачасене хатĕрлекенсем - Александр Кошелевпа Надежда Исакова вĕрентекенсем.

Кĕçех çамрăк армеецсем Çĕмĕрле хулинче иртнĕ фестивалĕн республика шайĕнчи тапхăрне те çитсе килчĕç. Унта регионри 300 ытла çамрăк хутшăннă. Çăкалăхсем стройпа утса 2-мĕш, çар эстафетинче 2-мĕш, творчество конкурсĕнче 3-мĕш, автомат сÿтсе пуçтарассипе 4-мĕш вырăнсем йышăнса 30 команда хушшинче пăхăр медале илме тивĕç пулчĕç.

Çăкалăхри çамрăк армеецсен команди пĕрремĕш çул мар район чысне республика шайĕнче тивĕçлĕ хÿтĕлет, 2020, 2023, 2024 çулсенче вăл призерсен шутĕнче пулнă, 2012, 2015, 2022 çулсенче çĕнтерÿпе таврăннă.

Ачасен черетлĕ çитĕнĕвĕ шкул хисепленсе тăракан Л.С. Константинов Раççей Геройĕ ятне тивĕçлĕ шайра тытнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6