НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăвашлăх управçи

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:15 Просмотров: 2546

Чăн чăваш чун-чĕриллĕ хĕрсен пĕтĕмлетÿллĕ сăнарне хăйĕнче упракана, авалтан пыракан наци тумĕсемпе капăрлăх япалисене манăçа тухма памасăр, çĕнĕлĕхсем кĕртсе, çи-тĕнекен ăрăва парнелекене тата вĕрентекене пур енĕпе те талантлă алĕç ăстине, сăн-пичĕпе Нарспие аса илтерекен хитре те илĕртÿллĕ Пучинке пикине Дина Тряковăна пирĕн таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Тĕлĕнмелле капăр чăваш çи-пуçне çĕлет вăл, ĕлĕкхи меслетпе усă курса хушпусемпе тухьясем, масмаксемпе алă суллисем, шăрçасемпе алкасем тăвать.

Хăйĕн чăн-чăн шедевр пекех ăнăçлă пулса тухнă япалисене республика, пĕтĕм Раççей шайĕнчи куравсене кăларса авалтан ламран лама, ăруран ăрăва куçса пыракан чăваш йăли-йĕркисемпе культурине палăртакан халăх туприне _ чăвашсен çи-пуçĕсемпе капăрлăх мулне - тĕнче умне кăларать. Унан ĕçчен аллисенчен калăпланса тухнă ĕçĕсем капашсăр паха! Тĕнче шайĕнче чаплă хака тивĕçнĕ!  Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашлăха упрассине, аталантарассине хăйĕн тĕп тĕллевĕ туса хунă çамрăка кăçалхипе виççĕмĕш хут Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн стипендиачĕн хисеплĕ ятне пачĕç. Вăл ку чыса чăннипех те тивĕçлĕ!

Хальхи вăхăтра Пучинкери «Пучахăм» ача сачĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Дина Анатольевнăн ку таранччен хывăнса пынă пурнăç çулĕ çав тери анлă та пĕлтерĕшлĕ событисемпе пуян. Вăл Чăваш патшалăх  культурăпа искусствăсен институтне пĕтернĕ,  пĕлĕвне Чăваш Республикин культурăн  тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, наци капăрлăхĕсен маçтăрĕ Зинаида  Воронова патĕнче туптанă. Тĕнчипе паллă ентешĕмĕрĕн урокĕсенчен илсе юлнă пĕлÿлĕх никĕсĕ çинче  Дина Трякова хăйĕн ăсталăхне малалла аталантарса  тĕрлес-шăрçалас пултарулăхне ÿстерсех пырать.

 Чи пысăк çитĕнĕве 2022 çулта çĕнсе илнĕ,  çавăн чухне вăл республикăри чăваш халăх пултарулăх промыслисен мастерĕ пулса тăнă. Ăна  «Чăваш Енри турист сувенирĕ-2022» конкурсра асăрханă, «Культурăпа йăла-йĕркесен управçи» номинацире çĕнтерÿ туптанă хыççăнах ăна Мускавра иртекен «Хĕллехи юмах. Ладья 2022» курав-ярмăрккана хутшăнмалли сертификат парса чыс тунă. +авăнтан пуçласа Чăваш Ен командин йышĕпе Дина Трякова кашни çулах  Мускавра пулнă, +ĕнĕ çул умĕнхи анлă курав-фестивальсенче хăйĕн алĕç япалисене халăх умне кăларнă.

Дина Анатольевна 2023 çулта Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ çулсеренех ирттерекен «Эпĕ хĕрарăм» конкурса хутшăнса, «ХXI  ĕмĕрти çамрăксем» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăлах «Чувашия ремесленная» республика шайĕнчи конкурсра «Молодые созидатели» номинацире малти вырăна тухнă. Чăваш Енре иртнĕ «Наци костюмĕ тата пирĕн вăхăт» конкурсра, «Хальхи костюм» номинацире çĕнтернĕ.

Дина Трякова - тĕрĕ ăсти. Вăл «Пĕрле» сурпана валли тĕрлесе панă Йĕпреç ене сăнлакан ÿкерчĕк «Чăваш Енĕн тĕрленĕ карттине» кĕнĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли пĕчĕк тутăрсем тĕрлесе хатĕрлессинче активлă пулнăшăн тава тивĕçнĕ. Вăл тăван ялĕнчи шкулта вĕренекенсем валли алĕç кружокĕ уçнă, унта çÿрекенсене чăваш тĕррисем тума, шăтăкла йĕппипе çыхма, вĕтĕ шăрçасемпе эрешлесе капăрлăх япалисем тума вĕрентет. Республикăра тухса тăракан ача-пăчасен «Тантăш» хаçачĕн IV слетне спикер пулса хутшăннă, чăваш тĕррисене вĕрентессипе çамрăк корреспондентсем валли мастер-класс ирттернĕ, Тав çырăвне  тивĕç пулнă.

Мускаври ВДНХра пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи «Раççей» форум-курав иртнĕ вăхăтра Чăваш Енĕн стенчĕ çинче курма пынисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă май, Дина  Анатольевна мастер-класс йĕркеленĕ, курав сентрине хăйĕн чи ăнăçлă пулса тухнă алĕç япалисемпе пуянлатнă. Мордва Республикин тĕп хулинче - Саранскра - пĕтĕм Раççей шайĕпе иртнĕ «Культурăсен диалогĕ» нацисем хушшинчи туслăх лагерĕнче хамăр республика делегацийĕн йышĕнче пулнă пирĕн маттур та пултаруллă ентешĕмĕр Дина Трякова, унта хăй туса хатĕрленĕ наци тумĕсен дефилине кăтартса çÿллĕ шайра палăрма ĕлкĕрнĕ, Дагестанра иртнĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Кубачи» халăх пултарулăхĕн фестивальне кайма тивĕç çĕнсе илнĕ, Унта та çамрăк ремесленниксемпе дизайнерсем хушшинче иртнĕ «Ялти пултарулăх» ятлă проектсен конкурсне хутшăнса, чăваш наци тумĕсемпе капăрлăхĕсен анлă куравне йĕркеленĕ. Çак япаласен  куравĕпех вăл Турцири алĕç япалисен анлă выставкине хутшăннă, çамрăк ăстаçă пысăк чыс-хисепе, япалисем пысăк хака тивĕçнĕ.

Дина Анатольевна пултарулăхпа ăсталăх çулĕ çинче ку таранччен тунă çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илнĕ наградисем çинчен çырса та пĕтереймĕн. Йышлă Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, сертификатсене пухса пынă портфолио çав тери хулăн. Çакна кăна каласа хăварасшăн, чĕрÿнте çутăлнă çăлтăр - чăвашлăха, тăван халăха юратнипе йăл илнĕ таса туйăм - нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ санра, Дина. Хăвăнпа пĕрле ыттисене те пĕтĕм чăвашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ те мухтавлă ĕçсем тумашкăн илĕртме пĕлни вара хальхи саманара темрен те паха ăсталăх. Ан тив, çамрăксен малĕмĕтлĕ туртăмĕпе çĕнĕ-рен хăват илсе чĕрĕлекен чăваш халăхĕн наци хаклăхĕсем ĕмĕрсене юлччĕр.

Светлана Быкова 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3