Шалти ĕҫсен органĕсен хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп!
Право йӗркине сыхлассине, саккуна пӑхӑнассине, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплессине – обществӑн ҫак тӗп пахалӑхӗсене чӑн-чӑн профессионалсем, вӑйлӑ та хӑюллӑ ҫынсем, тӳрӗ кăмăллӑ та тивӗҫе парӑннӑ полици ӗҫченӗсем шанчӑклӑн тивӗҫтереҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗпе тӑнӑҫлӑхӗшӗн пурнӑҫлакан сирӗн паттӑр ӗҫӗр, талӑкӗпех пулӑшма хатӗр пулни хисепе тивӗҫлӗ.
Хӑвӑрӑн аслӑ ҫулсенчи ĕҫтешӗрсен паха опычĕпе йӑли-йӗркине тĕпе хурса, хальхи технологисемпе усӑ курса эсир паянхи пурнăҫ ыйтакан чи кирлĕ тĕллевсене ӑнӑҫлӑ пурнăҫлатăр – Чӑваш Ене хӑрушсӑр, пурӑнма лӑпкӑ тата хӑтлӑ региона ҫавӑрма пулӑшатӑр.
Сире тӳрӗ кӑмӑллӑ тата яваплӑ пулнӑшӑн, тӑван республика ырлӑхӗшӗн тăрăшнăшăн тав тӑватӑп.
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ĕҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Уважаемые сотрудники и ветераны органов внутренних дел!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Правопорядок, соблюдение закона, уважение прав и свобод граждан – эти основополагающие ценности общества находятся под надежной охраной профессионалов, сильных и мужественных людей, честных и преданных долгу сотрудников полиции.
Ваша доблестная служба во имя безопасности и спокойствия жителей Чувашии, круглосуточная готовность прийти на помощь достойна уважения.
Следуя традициям и лучшему опыту предшественников, применяя современные технологии и подходы, вы успешно справляетесь с вызовами времени, решаете важнейшую задачу – делаете Чувашию безопасным, спокойным и комфортным для жизни регионом.
Благодарю вас за добросовестность, принципиальность и ответственность в работе, за вклад в благополучие нашей родной республики.
Желаю всем сотрудникам и ветеранам органов внутренних дел новых успехов в служении Родине, доброго здоровья, мира и всего самого наилучшего!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев