Таможня службин хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Таможня органĕсем патшалăхăн экономика интересĕсене хӳтĕлессипе, çирĕп аталану условийĕсем йĕркелессипе, çĕршывăмăр конкурентлăхне çирĕплетессипе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă тивĕçе пурнăçлаççĕ.
Таможня службин сотрудникĕсен профессионализмĕ, компетентлăхĕ тата оперативлăхĕ çĕршыва кӳрекен продукци пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне, таможня тӳлевĕсене патшалăх хыснине вăхăтра хывнине шанчăклă тĕрĕслесе тăма май параççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш таможня посчĕ бюджета 1 миллард тенкĕ куçарнă.
Таможня сотрудникĕсем çĕнĕ йышши технологисене çине тăрса ĕçе кĕртеççĕ, автомат мелĕпе регистрациленĕ тата кăларнă декларацисен тӳпи пысăкланса пырать. Ĕçĕн çĕнĕ йышши меслечĕсемпе формисем таможня процедурисене пурнăçламалли вăхăта кĕскетеççĕ.
Таможня службин сотрудникĕсемпе ветеранĕсене принциплăхшăн, йĕркене пăснипе çырлахманшăн, професси тивĕçне парăннăшăн тата тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре малашне те ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
Уважаемые сотрудники и ветераны таможенной службы!
Поздравляю вас с профессиональным праздником!
Таможенные органы выполняют важную и ответственную миссию по охране экономических интересов государства, созданию условий для стабильного развития и повышения конкурентоспособности нашей страны.
Благодаря профессионализму, компетентности и оперативности сотрудников таможенной службы надежно контролируется качество и безопасность ввозимой продукции, своевременность и полнота поступления таможенных платежей в государственную казну. За 9 месяцев текущего года Чувашским таможенным постом перечислено в бюджет около 1 млрд рублей.
Сотрудниками таможни активно внедряются современные технологии, увеличиваетcя доля автоматически зарегистрированных и выпущенных деклараций на товары. Передовые методы и формы работы сокращают время прохождения таможенных процедур.
Выражаю искреннюю признательность сотрудникам и ветеранам таможенной службы за принципиальность и бескомпромиссность, преданность и безукоризненное следование профессиональному долгу.
Желаю крепкого здоровья, дальнейших успехов в работе, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Ноябрь 2024 |