Хисеплӗ ветерансем!
Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!
Ҫак кун эпир хамӑрӑн юратнӑ атте-аннене, сумлӑ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсене, пысӑк ӑсталӑхлӑ наставниксене, аслӑ ӑру ҫыннисене чи ырӑ та ҫепӗҫ сӑмахсемпе тав туса пуҫ таятпӑр.
Эсир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, ҫӗршыва вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрти юхӑнчӑклӑхран чӗртсе тӑратнӑ, малашнехи ҫулсенче вара унӑн ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир хӑй вӑхӑтӗнче пултаруллӑ тата пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫленине пула туса хӑварнӑ.
Эсир ӑс-хакӑл никӗсӗсене, кӑмӑл-сипетпе ҫемье хаклӑхӗсене типтерлӗн сыхласа упратӑр, пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх шутланатӑр, хӑвӑрӑн пурнӑҫри тата ӗҫри паха опытӑра ҫамрӑксене паратӑр. Нумайӑшӗ сиртен халӗ те республикӑн обществӑпа культура пурнӑҫне хастарлӑн хутшӑнать, ҫакӑ, паллах, пысӑк хисепе тивӗҫ. Ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх воспитани парса ӳстерес, тӑван ҫӗре чечеклентерсе аталантарас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.
Аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн тӑрӑшасси – пиртен кашнин тивӗҫӗ. Ветерансене пур енлӗн пулӑшса пырасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать.
Халӑх пурнӑҫӗн тӑршшӗ пысӑкланни тата нумай пурӑнакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсни ҫак нумай енлӗ ӗҫ тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплететет.
Хаклӑ ветерансем!
Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, вӑй-халӑр тата чун ҫамрӑклӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, пурнӑҫра ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшпиллӗ юратӑвӗпе пулӑшӑвне яланах туллин туйса тӑрӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Уважаемые ветераны!
Примите самые теплые и искренние поздравления с Международным днем пожилых людей!
В этот день мы с особыми словами благодарности обращаемся к нашим родителям, ветеранам войны и труда, наставникам, людям старшего поколения.
Вы вынесли тяготы военных лет, восстанавливали страну в годы послевоенной разрухи, добросовестно трудились в последующие десятилетия. Многое из того, чем сегодня гордится Чувашия, было создано благодаря вашему труду и таланту.
Вы являетесь хранителями моральных устоев, нравственных и семейных ценностей, передаете свой жизненный и профессиональный опыт молодым. Многие из вас активно участвуют в общественной и культурной жизни республики, что заслуживает особого уважения. Примите слова искренней благодарности за ваш вклад в достойное воспитание молодого поколения, процветание и развитие родного края.
Забота о старшем поколении – долг каждого из нас. Всесторонняя поддержка ветеранов является важнейшим направлением государственной политики. Свидетельством ее эффективности является увеличение продолжительности жизни населения и числа долгожителей.
Дорогие ветераны!
Пусть не иссякают ваша доброта, жизненная энергия и молодость души, а жизнь будет наполнена любовью и заботой близких людей! Крепкого вам здоровья, оптимизма и долголетия!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Ноябрь 2024 |