НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Олег Николаев поздравляет с Днем чувашского языка

Категория: Актуально Опубликовано: 25.04.2024, 15:35 Просмотров: 238
sYUn2tnxHljyO6nslRdjQ8k8vDtjpP4z

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, чӑвашсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пире, пӗтӗм чӑваш халӑхне, аннемӗрсен сӑпка юррийӗн витӗмӗпе чуна кӗрсе вырнаҫнӑ, пуҫласа пӗрремӗш сӑмахсем каланӑ тӑван чӗлхе пӗрлештерет. Тӑван чӗлхе – хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх, наци культурипе ӑс-хакӑл еткерлӗхӗн никӗсӗ.

Чӑваш чӗлхи кунӗ пире хамӑршӑн нимрен те ҫывӑх пуплев ҫепӗҫлӗхне туллин туйса киленме май парать кӑна мар, пирӗн хушӑмӑрти туслӑхпа ӑнланулӑха тата пӗр-пӗрне пулӑшас туртӑма та ҫирӗплетет. «Кӗҫӗн тӑванӑрсем умӗнче эсир хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ. Ан манӑр, ҫакна астуса тӑ­рӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине тирӗс тумасан, халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн Халалӗнче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн авторӗ, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев. Ҫав сумлӑ уява эпир сирӗнпе кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ кун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, паллӑ тӑватпӑр.

 «Чӗлхе сывӑ чухне халӑх пӗтмест», – палӑртать халӑх ӑсӗ. Эппин, пирӗн Чӑваш Республики те сып-сывах, малалла та йӗркеллӗн аталанать. Ҫакна тивӗҫтерме эпир хамӑр чӗлхене типтерлӗн упраса аталантарса пырас енӗпе тӑ­тӑшах тата тимлӗн ӗҫлетпӗр – уйрӑм вӗренӳ программи пурнӑҫланать, ҫӗнӗ вӗ­рентӳ пособийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, чӗлхемӗре республикӑри ача сачӗсемпе шкул­сенче тата унӑн тулашӗнче те вӗренеҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи килте кӑна мар, хуласемпе муниципаллӑ округсен урамӗсенче те, театрсемпе музейсенче те, шкулсемпе больницӑсенче те ирӗклӗн янӑрани савӑнтарать.

Мӑн асаттемӗрсен ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӗлхи яланах пурӑнтӑр тата тивӗҫлӗн аталантӑр тесе пирӗнтен кашниех хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшасса шанса тӑратӑп.

Уяв ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                Олег Николаев

 

 

 

Дорогие земляки, представители чувашского народа!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка!

Родное слово, на котором звучала колыбельная песня наших мам, на котором мы произнесли свои первые слова, объединяет весь наш чувашский народ. А сам родной язык – это бесценное богатство, основа национальной культуры и духовного наследия.

День чувашского языка не просто возвращает нас к истокам родной речи, но и укрепляет атмосферу дружбы, взаимопонимания и поддержки. «Помните, что владеть сердцем народным вы сможете, только если не будете чуждаться языка народного», – говорил в своем завещании автор новой чувашской письменности, великий просветитель и педагог Иван Яковлевич Яковлев, в чей день рождения 25 апреля отмечается этот праздник.

«Пока жив язык, народ не исчезнет», – гласит народная мудрость. Значит, жива и процветает наша Чувашская Республика. Для этого мы уделяем постоянное внимание сохранению и развитию нашего языка – действует отдельная образовательная программа, внедряются новые учебные пособия, сам язык изучают в детских садах и школах республики и за ее пределами.

Отрадно, что чувашская речь звучит не только дома, но и на улицах городов и муниципальных округов, в театрах и музеях, школах и больницах.

Уверен, по силам каждому из нас, чтобы язык наших предков жил и развивался.

С праздником!

Глава Чувашской Республики                    Олег Николаев

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4