Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмре 11 çулти икĕ ача тантăшне хĕненĕ.
Ку пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче пулнă. Хĕрача пушмак тăхăннă чухне «вĕсен вырăнне» ларнă иккен. Куншăн çав икĕ ача ăна хĕнесе пĕтернĕ.
Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн тесе район прокуратури суда çак ачасен ашшĕ-амăшĕнчен 50-шар пин тенкĕ шыраса илме тавăç тăратнă. Суд ăна тивĕçтернĕ: анчах компенсаци виçине 8 пин таран чакарнă.
Ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани паман тесе административлă майпа та явап тыттарнă.
Сентябрь 2026 |
