Комсомольскинчи çĕнĕ шкула подряд организацийĕ палăртнă кун тĕлне туса пĕтереймен. Асăннă объектра республикăн прокуратури тĕрĕслевпе пулнă.
Шкул 640 ача вĕренмелĕх пулĕ. Заказчикпа подрядчик алă пуснă контрактра пăхса хăварнă тăрăх: шкула кăçалхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле пулнă. Анчах строительсем ĕçĕн 90 процентне çеç пурнăçланă.
Палăртнине вăхăтра туса пĕтерейменнине проектра унччен пăхса хăварман хушма ĕçсем пурнăçлама тивнипе тата рабочисем çитменнипе сăлтавлаççĕ. Шкула хăпартаканни - «ПМК-8» организаци.
Ĕçе вăхăтра тумалли пирки подрядчик ертÿçине прокуратура çуркуннех асăрхаттарнă. Халĕ подряд организацийĕ тата унăн директорĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
Сентябрь 2026 |
