НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Костер 100 çулта

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2026, 14:38 Просмотров: 14

Çапла, ялăн та, çыннăн пекех, çуралнă кунĕ пур. Акă çурла уйăхĕн  8-мĕшĕнче пысăках мар, анчах калама çук илемлĕ вырăнта йĕркеленнĕ Костер поселокĕ хăйĕн çĕр çулхи юбилейне паллă турĕ.

Ялĕ пĕчĕк пулин те, историйĕ пуян унăн. 1926 çулта çак ялта икĕ хуçалăх анчах пулнă, пурĕ те виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пурăннă кунта. Паян Костерта 76  çын пурăнать, 43 килте пурнăç вĕресе тăрать. Йышĕпе сахалăн пулин те йăваш мар костерсем, вĕсене пурне те тăванлăхпа туслăх çыхăнтарса, пĕрлĕхре тытса, вăй парса тăрать.

Уява Шăрттан территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов уçнă. Вăл костерсене ăшшăн саламланă, поселок илемĕпе вăйĕ çакăнта пурăнакан çынсенче пулнине палăртнă. Ял çыннисене саламлама округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров килнĕ. Вăл çакăн пек пĕчĕк ялсем пĕтĕм регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Савăнăçлă пайра поселок аталанăвне тÿпе хывакансене чысланă. Йĕпреç муниципаллă округ администрацийĕнчен тата территори пайĕнчен тивĕçлĕ наградăсем илекенсем нумайăн пулнă. Ял, общество пурнăçне хастар хутшăнакан Татьяна Шагаева район пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçни ял-йыша уйрăмах савăнтарнă.

Юрра-ташша ăста «Улах» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ концерт чуна хускатмасăр хăварма пултарать-и вара; Артистсен уçă сассисем инçете юхнă. Чăваш халăх юрри шăранса тăнă чух вырăнта ларма çук, урасем хăйсемех ташша яраççĕ! Ял-йыш пĕрле чух чун савăнать, кăмăл ирĕке каять, мĕнпур тунсăх иртет.

Канаш районĕнчен килнĕ хăнасем Алексей Мурзуковпа Вячеслав Шпаков, поселокра çуралса ÿснĕ Алевтина Кадеева номерĕсем те уява илемлетнĕ.

Çак кун Костер хăйĕн ятне чăннипех тÿрре кăларчĕ, вăл пурин чĕрисене те асаилÿпе, пĕрлехи уяв савăнăçĕпе, шанăçпа ăшăтнă. Малашне те пурăнтăр ял, хăйĕн çĕрĕн вăйне парса тăтăр кунта пурăнакансене!

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4