Етĕрне округĕнче пурăнакан 76 çулти хĕрарăм тăрук хăйне япăх туйма пуçланă – сывлăш çитми пулнă ăна.
Çав самантра ун патне шăпах кÿрши кĕрсе тăнă. Вăл мĕн пулса иртнине курсан часрах васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Тухтăрсем ăна Етĕрне районĕн тĕп пульницине илсе çитернĕ. Унти специалистсем унăн инфаркт пулнине палăртнă. Сывлăхне кăштах йĕркене кĕртме май килнĕ, анчах пурнăçне çĕр проценчĕпех çăлса хăварас тесен операци тумалла пулнă. Ăна вара Шупашкарти тухтăрсем кăна пурнăçлаççĕ. Тăхтама юраманнипе санавиаци чĕннĕ. Вертолет хĕрарăма Шупашкара çур сехетренех илсе çитернĕ. Унта вара тухтăрсем çийĕнчех операци тунă.
Сентябрь 2026 |
