Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем чăваш дневникĕпе усă курма пултарĕç. Ăна «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕнче пичетлесе кăларнă.
Чăваш дневникне Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ ырланипе, «Воскресение» ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе кун çути кăтартнă. Ку вăл çутĕç проекчĕ шутланать.
Дневника икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла пичетленĕ. Дневник страницисенче чăваш чĕлхипе, паллă ентешĕмĕрсемпе, паллă вырăнсемпе, йăла-йĕркепе, культура эткерлĕхĕпе кĕскен паллаштарнă.
Проект авторĕ — Анастасия Анохина.
Сентябрь 2026 |
