НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кĕнеке чăвашла калаçма вĕрентет

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2026, 14:32 Просмотров: 13

Чăваш кĕнеке издательстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки виçĕ уйăха илсен, «Эпĕ чăвашла вĕренетĕп. Я учу чувашский язык» чăвашла-вырăсла калаçу кĕнеки пуринчен ытларах сутăнакан кăларăм пулса тăнă.

Практика кăларăмне Тамара Артемьевăпа Галина Брусова хатĕрленĕ, Надежда Вечеркина редакциленĕ. Кĕнеке тĕп тĕллевĕ - чăвашла калаçнине тăлмачсăр ăнланма пуçласси.

Кăларăм 27 занятирен тăрать. Кашнине ăша хывма 2 сехет кирлĕ пулать. Малтан фонетика пайĕ, кайран ударени правилисем, падежсем, местоименисемпе хисеп ячĕсем.

Теорие хăй тĕллĕн пурнăçламалли ĕçсемпе тата вуламалли текстсемпе пуянлатнă. Ансат калаçăва йĕркелемешкĕн вĕренме  кирлĕ грамматика та пур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4