НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Вăйă-юрăсенче - наци культури

Категория: Публикации Опубликовано: 03.09.2026, 14:31 Просмотров: 20

Августăн 5-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Шăнкăрма» ача-пăча фольклор ансамблĕ Мереçен тата Алшик поселокĕсене концерт программипе хăнана çитнĕ.

Çамрăк артистсем куракансене хăйсен пултарулă-хĕпе паллаштарса чăн-чăн уяв парнеленĕ.

Ачасем вырăс тата чăваш халăх юррисене шăрантарнă, такмаксем каласа, карталанса ташланă, вăйăсем выляса кăтартнă, Тăван çĕршыв, çутçанталăк тата тăван чĕлхе çинчен сăвăсем каланă. Куракансем кашни номере хыттăн алă çупса кĕтсе илнĕ, ачасен пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе хĕпĕртесе концерт тăршшĕпех сăнсенчен йăл кулă кайман вĕсен.

Куракансем хушшинче уйрăмах хисеплĕ çын - Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă 100 çулти Василий Иванов пулни паттăрлăхпа мăнаçлăх туйăмĕ вăратнă ачасен чĕрисенче. Ветеран ачасемпе ăшшăн калаçни чуна пырса тивекен самант пулнă. Василий Иванович çамрăк артистсене хăнана килнĕшĕн, халăх йăли-йĕркине упрас ĕçе тÿпе хывнăшăн, çынсене савăнăç парнеленĕшĕн пысăк хавхаланупа тав тунă.

Кĕлĕмкассинчи  культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Надежда Никандрова ăсталăхĕпе, ансамбль ертÿçи Александра Басманцева пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕ яланах курăмлă. Вĕсем тăрăшнипе ачасем тăван культурăпа паллашаççĕ, йăла-йĕркесене вĕренеççĕ, искусствăпа çывăхланаççĕ. Кÿршĕ ялсене тухса концерт лартни те çакна çирĕплетет. Ачасем кашни номере халăх умне  кăларма чунĕсене парса хатĕрленеççĕ, куракансене манăçми туйăмсем, самантсем парнелеççĕ. Хальхинче те «гастроль» чăн-чăн уяв пулса тăнă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4