Ял хуçалăх çыннисемшĕн канăçсăр тапхăр малалла пырать - уй-хирте акса ÿстернĕ пĕрчĕллĕ культурăсене çухатусăр пухса кĕртсе пÿлмесене хывмалла.
Хурамал тăрăхĕнче те тыр-пула çапса илесси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Акă «Кузнецов» ферма хуçалăхĕнчи механизаторсен коллективĕ сарă ылтăна пухса кĕртес ĕçре килĕшÿллĕ те кал-кал ĕçлет. Ял хуçалăх ĕçĕсене ырана хăварма юраманни паллă ĕнтĕ, çавăнпа та кунта пурте ăнăçлă çитĕнтернĕ çурхи тырпул тухăçне туллин пухса кĕртес тесе кашни уяр кунпа усă курма тăрăшаççĕ. Кĕрхи çĕртме сухи тăвассине те кĕçех кĕрсе кайĕç çĕр ĕçченĕсем.
Эйпеç ял тăрăхĕн уй-хирĕнче те хĕрÿ ĕç вĕресе тăрать. «Ястребов» хресчен-фермер хуçалăхĕ тыр-пул культурисене хастар пухса кĕртет. Сĕлĕ пуçтарассине ăнăçлă вĕçлесен урпа çапса илме тухнă кунта. Шăпах çак яваплă самантра уй-хирте Эйпеç территори пайĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров пулнине палăртмалла. Вăл хирти лару-тăрупа паллашнă, комбайнерсемпе механизаторсене вырма ĕçĕсене тивĕçлĕ вĕçлеме суннă.
Агрофирмăсемпе харпăр хăй хуçалăхсем, колхозсемпе фермер хуçалăхĕсем мĕнле утăмпа пусăсене вĕçлесе пынипе Йĕпреç муниципаллă округ администарцийĕ кунсерен интересленет, ку ыйту паян пĕрремĕш вырăнта тăрать.
Анна Михайлова
Сентябрь 2026 |
