НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шурăмпуç кайăк

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:52 Просмотров: 15

Анатолий Ырьят

Повесть

1.

Елена Ильинична Орлова çĕрĕпех çаврăнкаласа выртрĕ, тарăн та тутлă ыйхăпа çывăрса каяймарĕ.

Август пуçламăшĕ. Çывăракан пÿлĕмĕн икĕ чÿречи яр уçă пулсан та сывлама сывлăш çитмест. Кашни каçах пахчари шăпчăксем юрланине итлесе выртсах çывăрса каяканччĕ-ха вăл. Паян тем пулчĕ, çăтмах кайăкĕсен юрри-кĕвви те чун-чĕрине пусармарĕ, çывăрса кайма кансĕрлерĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.

Мĕнле кăна шухăшсем пырса кĕмеççĕ-ши унăн пуçне, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕ чĕрĕ çын пекех куç умĕнчен каймасть, виçĕ çул каялла ял кÿллинче путса вилнĕ вуникĕ çулхи ывăлĕ ун çумне тĕршĕннĕ пек туйăнать, пединститутра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрле пуçтарăннă пек...

Вунпилĕк çул пĕр пĕччен пурăнать Елена Ильинична. Мăшăрĕпе вăл çулталăк та пурăнаймарĕ. Михаил автокатастрофăна çакланчĕ.

Виçĕ уйăхран Андрей çуралчĕ. Вăл атте мĕн иккенне пĕлмесĕрех, хăй те атте пулаймасăрах шывра путса вилчĕ.

Çук, Андрей хăйне хăй тăлăх ача вырăнне хурса пурăнман. Унăн юратнă амăшĕ пулнă. Елена Ильинична пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне аттеллĕ ачасенчен катăк ан пултăр тесе чунне парса ÿстерчĕ. Апла пулин те арçын ачана ашшĕ кирлех çав, мĕнле пулсан та арçын юнĕ юхать арçын ачара.

Турра шĕкĕр, Елена Ильиничнăн юратнă ĕçĕ пур. Вăл - тăлăх ачасен çурчĕн директорĕ. Вăтăр ултă çулхи самаях шуралма ĕлкĕрнĕ вăрăм та çăра çÿçлĕ хĕрарăм яланах аса илтерекен, чуна амантакан шухăш-туйăмĕсене ачасемпе, хăйĕн ĕçтешĕсемпе хутшăнăва кĕрсе çемçетет, хăш-пĕр чухне манса та каять. Васильево - райцентр, пысăках мар поселок. Ăна унта пурте паллаççĕ, тĕлпулусене, уявсене чĕнеççĕ, урамра тĕл пулсан та пуç тайсах сума сăваççĕ.

Виçĕ çул канмасăр вăй хурать Елена Ильинична. Кăçал Хура тинĕс хĕррине канма кайма путевкине те уйăрса панăччĕ, çук, харсăр чĕреллĕ хĕрарăм интернат çурчĕн тăррине юсаттармалли пирки каллех канаймарĕ. Çапла ĕнтĕ вăл чăваш хĕрарăмĕ, йăванса кайичченех ырми-канми ĕçлет.

Йăвалансан-йăвалансан хĕрарăм тĕлĕрсе кайрех пулмалла. Стена çинчи сехет чанĕ çур çĕр иртсе виçĕ сехет çитнине пĕлтерчĕ.

Нумаях çывăрса канаймарĕ Елена Ильинична. Ăна ыйхăран йĕрекен ача сасси хăратса вăратрĕ. Чĕрене чиксе ыраттаракан сасă пахчари кайăксен юррине те хупларĕ. Мĕскер ку, каллех тĕлĕкре-ши? Нимĕн те ăнланса илеймерĕ хĕрарăм. Вилнĕ Андрей сасси пек туйăнать...

Елена Ильинична васкамасăр тăчĕ, хăй çине çеп-çемçе хĕрлĕ пурçăн халат уртса ячĕ. Урине кĕççерен çĕленĕ тапочки тăхăнса уçă чÿрече патне пырса тăчĕ. Çук, ача сасси пахчаран илтĕнмест, анчах чуна шăнтакан туйăм вăйлансах пырать. Вăл пăлтăра тухрĕ, çутă çутса ячĕ. Пÿртрен тухса крыльца алăкне уçрĕ.

Турăçăм! Крыльца пусми çинче çаппа-çарамас икĕ-виçĕ уйăхри ача ăнтăхса кайсах йĕрсе выртать. Кăвакарса кайнă хăй, чĕтрет, пĕчĕкçеççĕ алли-урисемпе çапкаланать. Çакна курсан Елена Ильинична шăнса чĕтреме тытăнчĕ, куçĕсем вĕри куççульпе тулчĕç. Хĕрарăм-амăшĕн туйăмĕ вăранчĕ пулмалла, халат аркипе чĕркерĕ...

Вăхăт пиллĕкмĕш çурри иккен. Çутăлать. Часах килти выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве ăсатмалла. Таврана шап-шурă тĕтре карса илнĕ. Нимĕн те курăнмасть. Елена Ильинична васкаса газ плитине чĕртсе ячĕ. Шыв тата сĕт ăшăтма лартрĕ. Ача йĕме чарăнмарĕ-ха. Арча тĕпĕнчен Андрейран юлнă кĕпе-йĕм çыххине туртса кăларчĕ те мĕн кирлине ача выртакан кравать çине пăрахрĕ. +ур литр каякан кĕленчене вĕри шывпа пăшăхласа сĕт тултарчĕ. Килти аптекăран ĕмкĕч хыптарчĕ. Йĕрсе ывăннă мĕскĕн чун хăйĕн пĕчĕк те çÿп-çÿхе тутисемпе чаплаттарма тытăнчĕ. Елена Ильинична ача çисе тăрансан, ăна ăшă шывра çуса тасатрĕ, çĕнĕ кипкепе чĕркесе çывăрма вырттарчĕ. Çывăрма тенĕрен, вăл шывра чăмпăлтатнă вăхăтрах куçĕсене хупнăччĕ ĕнтĕ...

Çак кунран Васильевăра Августина Туманова ятлă хĕрача Елена Ильинична Орлова çемйинче пурăнма пуçларĕ. Мĕншĕн Августина ят тата мĕншĕн Туманова хушамат пулса кайнине те чухласа илтĕн пулмалла, хисеплĕ вулаканăм. Август уйăхĕнчи тĕтреллĕ ир шурăмпуç кайăкĕ пулса кĕчĕ вăл çак киле...

Çуралнă чун мĕнле пулсан та пурăнать вăл. Вилнисем кăна çĕнĕрен чĕрĕлсе тăраймаççĕ. Елена Ильинична ачана патшалăх аллине памарĕ, хăй çине çыртарттарчĕ, хăй пăхса ÿстерме шутларĕ. Паллах, ача тупăнни çинчен вырăнти влаçсене те пĕлтерчĕ, хаçат-журналсем çине пĕлтерÿсем те пачĕ. Ачан чăн-чăн ашшĕ-амăшĕ тупăнмарĕ. Ара, тупăнмалла пулсан вĕсем ăна пăрахман та пулĕччĕç мар-и?

Çăмăлпа ÿсмерĕ Августина, час-часах чирлерĕ, вĕренÿре те тарăн пĕлÿ кăтартаймарĕ, ытлашши сăпай хĕрупраç пулса çитĕнчĕ. Тĕсĕ-пуçĕпе вара - чăн-чăн ÿкерчĕк! Шап-шурă ÿтлĕ, чакăр куçлă, çăп-çăра та сап-сарă вăрăм çÿçлĕ пирĕшти тейĕн. Кил хушшинчи пур ĕçе те тума пĕлет Августина. Елена Ильинична пăхса тăранаймасть ун çине, каçса кайса юратать. Унсăр пĕр кун та пурăнаймасть.

Августина кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Малалла вĕренме каясси çинчен амăшĕпе хĕрĕ хушшинче калаçу та пулмарĕ. Елена Ильинична ăна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан интернатри столовăя ĕçе вырнаçтарас ĕмĕтпе пурăнать. Ĕç тесен, темĕн тума та хатĕр Августина, уйрăмах апат-çимĕç пĕçерме юратать. ,не сума вĕренчĕ ĕнтĕ вăл. Райцентр пысăках мар та, нумайăшĕ хăйсен хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх усрать. Елена Ильинична та ĕне, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытать. Выльăх апачĕ туянма вырăнти влаçсем пулăшаççĕ. Халĕ килте пулăшакан пур, çавăнпа вăхăтне ытларах интернатра ирттерет.

Вăл ĕнер кăна вăтăр улттăри хĕрарăмччĕ, кăçал улттăмĕш теçеткене куçать, тата пилĕк çултан тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитет. Калама кăна вĕт - пенсионерка. Вăтăр çул Елена Ильинична ачасене вĕрентет, вĕсенчен юлашки çирĕм çулне директор пулса ĕçлет. Ĕнтĕ ĕçне те хăнăхса çитнĕ темелле, пурне те пĕлнĕ пек. Пурнăçĕ йывăрланса, çулсем иртсе пынăран-и, ĕçри йывăрлăхсем чакса мар, ÿснĕçемĕн ÿссе пынăн туйăнаççĕ. Уйрăмах юсав ĕçĕсем хăратаççĕ пуçлăха. Интернат çурчĕн тăррине çулленех юсаттарать Елена Ильинична. Çук, каллех шифер катăлса пĕтнĕ, каллех шифер шырамалла. Учительсен коллективĕнче пĕр-икĕ арçын çеç, пулăшакансем те сахал. Кăçалхи вĕренÿ çулне тепĕр çамрăк çын килсе çитмелле терĕç те-ха...

2.

Сурари педагогика курсĕнче вĕренекенсем паян юлашки экзамен тытаççĕ. Вĕсен хушшинче ытларах çитĕннĕ каччăсемпе хĕрсем, авланнисемпе качча кайнисем те пур. Ача-пăча пулмасан та экзамен тытасси кĕрекере ларасси мар, аванах чун-кăмăла хумхантарать, пăшăрхантарать те.

Акă аудитори алăкĕ уçăлчĕ те, Владимир Кольцовăн хуп-хура кăтра пуçĕ курăнса кайрĕ.

- Пĕтрĕ! Юлашки «тамăкран» тухрăм! - савăннипе çÿлелле сиксе илчĕ те коридора вирхĕнсе тухрĕ. Ăна тус-юлташĕсем хупăрласа илчĕç, саламларĕç.

Владимир Николаевич Кольцов Сурана Тутарстан Республикинчен килнĕ. Вĕренме кĕриччен çар службинче пулма ĕлкĕрнĕ. Курссене питĕ лайăх паллăсемпе кăна пĕтерчĕ. Ăна Хусанти педагогика институтне экзаменсем тытмасăрах илмеллисен шутне кĕртнĕ. +авăнпа та вăл паян хăйĕн савăнăçне ниçта хура пĕлмесĕр, коридорта кĕпĕрленсе тăракан юлташĕсене ытала-ытала илет, хĕрупраçсене чуптума та именмест.

- Володя, сана хăш района яраççĕ? - ыйтрĕ çывăх юлташĕ Саша.

- Чăваш Республикинчи райцентра, Васильевăна, тăлăх ачасен çуртне, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме, - терĕ савăнăçлăн каччă.

- Института хăçан кайса килме шухăш пур? Документсене çийĕнчех леçсе памалла вĕт, - терĕ Саша.

- Çирĕккассине кайса аттепе аннене савăнтаратăп та... - каласа пĕтереймесĕрех тухса чупрĕ Володя юлташĕсемпе сывпуллашса.

Яла вăл çав кунах çитрĕ. Вĕренсе пĕтернĕ ятпа шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсене пуçтарса хăна турĕ. Августăн çирĕммĕш тĕлне унăн Васильевăна çитмелле, хваттер тупмалла, вырнаçмалла, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илмелле. Унччен института заочно майпа вĕренме докуменчĕсене леçсе памалла.

Володя лайăх çемьере ÿссе çитĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ сумлă çынсем çирĕккассинче. Салтака кайиччен (шкултан вĕренсе тухсанах) вĕренме каяс темерĕ вăл, каясшăн та пулмарĕ. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене те ашшĕпе амăш çине пăрахса хăварас темерĕ. Çитĕннĕ арçынсемпе юнашар тăрса утă çулчĕ, лашапа ĕçлерĕ, çемье бюджетне ÿстерме пулăшрĕ. Пуян колхозник çемйисем вăл вăхăтра сахал пулнă ĕнтĕ. +апах та Кольцовсен çемйи выçă ларман, çĕтĕк тумпа çÿремен, йĕркеллех пурăннă темелле. Микулай тетепе Лисук аппа Володя çапла ĕçчен ÿссе çитĕннĕшĕн чун-чĕререн савăнаççĕ. Кÿршĕ-аршăсен умĕнче мухтанкаласа та илеççĕ.

(Малалли пулать)

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽