НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ырă кăмăлĕпе, уçă чунĕпе туртать вăл хăй патне

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:47 Просмотров: 14

Ватă çын - тăватă çын теççĕ. Ахальтен мар, паллах% хăй утса тухнă кун-çул сукмакĕ çинче тем те курнă вăл, çавăнпа та ăс пама та, вĕрентсе калама та сăлтавĕ те, ирĕкĕ те пур унăн. Ватти пил парсан пин пулать, памасан – кĕл пулать тенĕ. Çавăнпа та, ятласа каласан та, аслисен сăмахне ăша хывма тăрăшнă мĕн ĕлĕкрен.

Кĕлĕмкасси салинче пурăнакан Валентина аппа - Валентина Николаевна Орлова - çулĕсемпе самай пуян. Ачи-пăчисем те, ял-йыш та хисеплет ăна. Нумай пулмасть кăна-ха вăл 90 çул тултарчĕ, çапах та чунĕпе ватăлман-ха, пурнăç илемне çухатман.

1936 çулта çут тĕнчене килнĕскерĕн пурнăç çулĕ яках пулман, мĕн ачаранах хуйхи-суйхине самай астивнĕ. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе, яваплăха хăнăхнă. Вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсенчи кунсене аса илсе чĕрине самаях ыраттарнă вăл, мĕнле-ха манăн çав йывăр çулсене.

Вăйпитти çулĕсене  «Крас-ный фронтовик» колхоз ферминче ĕçлесе ирттернĕ. Хĕвел тухичченех ĕçе çитнĕ. Кунта вăл 33 çул вăй хунă% ĕне сунă, пăрусене пăхнă, уй-хирте пилĕк авнă. Килти хуçалăха тытса тăма та, ĕçре ĕлкĕрсе пыма та, мăшăрĕпе пĕрле ачисене пăхса ÿстерме те ĕлкĕрнĕ Валентина Николаевна.

Кун-çул парнеленĕ, çунат парса килти ăшă йăваран вĕçсе тухма пулăшнă, çутă ăраскаллă пулма пил панă амăшне ачисем виçесĕр хисеплеççĕ. Валентина Николаевнăн кил-çурчĕ нихăçан та пушă тăмасть, ырă кăмăллă, уçă чунлă пулнăран тăванĕсем туртăнаççĕ ун патне, ачисемпе мăнукĕсем те час-часах килсе çÿреççĕ. Пысăк уявсенче Орловсен çурчĕ самантрах тулса ларать. Сĕтел хушшинчи чи сумлă вырăнта, паллах, тăван кил вучахĕн управçи ларать. Мăнукĕсем тăххăр, кĕçĕн мăнукĕсем те тăххăрăн. Йăхри чи аслă   çыннине юратаççĕ вĕсем, кăмăлне çĕклеме тăрăшаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсен ăшши вăй парса пырать Валентина аппана.

Юбилей кунĕнче те тăвансем уяв кĕрекинче пĕрле пухăннă. Валентина Николаевнăна ялти официаллă çынсемпе общественность представителĕсем те саламланă. Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов тата Йĕпреç муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Кĕлĕмкассинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ева Петрова ялти хисеплĕ ветерана чунтан хисепленине палăртса нумай ăшă сăмах каланă, тăван колхоз ырлăхĕшĕн нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунă, таса сывлăх, тăнăç кунсем суннă. Культура çурчĕн артисчĕсем вара чун-чĕререн шăранса тухакан юрăсем парнеленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽