НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕрлехи сасăлав кунĕнче юбилейне паллă тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:45 Просмотров: 14

Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăнакан Люция Трофимовна Гордеева тăрăхри сумлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарчĕ. Юбилейĕ Пĕрлехи сасăлав кунне лекнипе уяв хаваслăхĕ икĕ хут пысăкрах пулчĕ уншăн. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл пĕр суйлавран та юлман, хальхинче те сасăлава хутшăнса гражданла хастар позицине кăтартрĕ.

Тăхăр теçеткене хыçала хăварнă Люция Трофимовнăна килте сасăлама май туса панă. Çак кун ун патне участокри суйлав комиссийĕн членĕсемсĕр пуçне тата Йĕпреç округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ева Петрова, Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Никонов çитнĕ. Сасăланă хыççăн вĕсем юбиляра çуралнă кунĕпе ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, канлĕ те лăпкă кунсем, чун ăшши, хавхалану, çирĕп кăмăл, ачасенчен пархатар курма суннă, парнепе чечек çыххи парса саламланă. Йĕпреç муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Игорь Семеновăн саламлă çырăвне те вуласа панă% «Эпир сирĕн ăрупа - Тăван çĕршывăн аслă вăрçин чи йывăр тĕрĕслевĕсем витĕр чыслăн тухнă паттăрсемпе, çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе - мухтанатпăр. Сирĕн виçесĕр паттăрлăх ĕмĕрсенче юлĕ», - тенĕ унта.

Люция Трофимовна - нумай ача амăшĕ. Мăшăрĕпе пĕрле тăватă ывăл тата хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстернĕшĕн ăна Ача амăшĕн медалĕпе чысланă. Колхозра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçле-нĕшĕн «,ç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Юбиляр мăнуксемпе те пуян. Паян ăна сакăр мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Кичемлĕхпе пĕчченлĕхре мар вăл, çывăх çыннисем килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ, чи кирли вара ачисемпе мăнукĕсем юратса хăйсен чун ăшшине парнелеççĕ. Юбилейне те Люция Трофимовна йышлă тăванĕсем, çывăх çыннисем хушшинче ирттернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽