НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ылтăн кĕр кĕрет шкула хăнана

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:43 Просмотров: 14

Березовкăри шкулта ылтăн кĕркуннене халалланă эрнелĕх йĕркелесе ирттернĕ. Унта хутшăннă ачасем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин кăтартма пултарнă.

Ятарлă тематикăллă эрне пуçланни çинчен вĕренекенсене тунтикунхи линейкăра пĕлтернĕ. Çав кунах уроксем хыççăн ачасем çутçанталăк ытамне тухнă, кĕрхи вăрман илемĕпе киленнĕ, сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕслĕ çулçăсем пуçтарнă, çав çулçăсем мĕнле йывăçран ÿкнине пуринчен те маларах пĕлессипе тупăшнă. «Хамăр енчи чĕрчунсепе ÿсентăрансен ячĕсене кам ытларах пĕлет;» ыйту хуравне пĕлекенсем хушшинче те туслă ăмăрту ирттернĕ.

Ытларикун шкулта «Ылтăн кĕркунне» ятпах çулçăсенчен, тулăх кĕр çимĕçĕсемпе чечексенчен хатĕрленĕ ĕçсен куравне йĕркеленĕ, унта ачасем хăйсем пухса ăсталанă композицийĕсене кăларнă. Пĕр-пĕрин япалисемпе паллашма питĕ интереслĕ пулнă курава килнисене.

Юнкун «Кĕрхи уçланкă» темăпа ÿкерчĕксен выставки ĕçленĕ шкулта, ачасем хăйсем тĕрлĕ меслетпе тунă пейзажĕсене, натюрморчĕсене илсе килнĕ, выставкăна пуянлатнă.

Кĕçнерникун - «Кĕр парнисем» темăпа алĕç япалисен куравне хутшăнма кăмăл тунă ăста ачасем, çутçанталăк материалĕсенчен, пахча çимĕçсенчен туса хатĕрленĕ юмахсенчи сăнарсене хаваспах курав сĕтелĕ çине вырнаçтарнă. Пĕри тепринчен хитререх! Пăхса ытараймăн.

Эрнелĕхĕн юлашки кунĕнче - эрнекун - чи хаваслă мероприяти иртнĕ. Вĕренекенсем «Салам, ылтăн кĕркунне!» флешмоб йĕркеленĕ. Классем, пĕрле туслă ушкăна пухăнса, янăравлă кĕвĕ-çемĕ майĕпе ташласа савăннă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽