НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чарăну павильонĕсем вырнаçтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:27 Просмотров: 19

Липовка поселокĕнче тата Туçа ялĕнче чарăну вырăнĕсенче çĕнĕ павильонсем лартас ĕçе пуçăннă.

Çак ĕçе пурнăçлама аукционра çĕнтернĕ «Дормаш» ООО подряд организаципе килĕшÿ тунă. Ĕçсене транспорт инфратытăмне лайăхлатас тата пассажирсем валли хăтлă условисем туса парас программăпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Туçа ялĕнче пурăнакансемшĕн, çав шутра шкул ачисемшĕн те, транспорт кĕтмелли вырăнта павильон вырнаçтарса пани савăнтармалла. Çак ял ачисене шкул автобусĕпе Кĕлĕмкассине вĕренме илсе çÿреççĕ. Апла пулсан чарăну вырăнĕ хăтлă пулни, вăл хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене ти-вĕçтерни, чăнах та, пĕлтерĕшлĕ.

Çĕнĕ чарăнусем хальхи требованисене тивĕçтерĕç. Вĕсем çумăртан пытанма та, транспорта кĕтме те меллĕ тата хăрушлăхсăр пулĕç. Конструкци вăйлă çиле, çил-тăмана чăтĕ, тесе пĕлтереççĕ Йĕпреç муниципаллă округĕн администрацийĕнчен.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽