НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ĕçчен алăра ĕç вĕрет

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:25 Просмотров: 20

Туçа ялĕнче тĕлĕнмелле ĕçчен те маттур хĕрарăм пурăнать. Ку вăл - Светлана Ивановна Маркиянова. Кил-тĕрĕшри кулленхи ĕçсем вăхăта чылаях тытаççĕ пулсассăн та, вăл ялти хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем ăсталас ĕçе хастар хутшăнать, унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама та ĕлкĕрет. Мĕн кирлĕ фронта, çавна çитерсе пама ыттисемпе пĕрле чунне парса тăрăшать.

Май килнĕ чухне боецсем валли кучченеçсем те хатĕрлет, садра туса илнĕ çимĕçсене вакласа типĕтет, унтан чĕркемсем тăвать те посылкăпа Украинăри салтаксене ярса парать. «Типĕтнĕ çимĕç - хырăм тутти мар-ха та ĕнтĕ, çавах ывăлăмăрсене кил ăшшине аса илтеретех пуль тетĕп, пылакрахскер компот вĕретсе ĕçме аван, - хăйĕн шухăшне сăпайлăн уçать Светлана Ивановна. - Çĕршыва хÿтĕлекенсем эпир вĕсене килте тÿсĕмсĕррĕн кĕтсе тăнине, тылри ентешĕсем вĕсемшĕнех ĕçленине пĕлсе-туйсах тăччăр. Çакă вăй хушасса шанатăп. Кĕçех пирĕн салтаксем тăшмана çĕнтерсе таврăнаççех!»

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽