Хулари 2-мĕш шкул çывăхĕнче хир сыснисен кĕтĕвне асăрханă. Çак шкул Çамрăксен урамĕнчи 2-мĕш çуртра вырнаçнă.
Хир сысни çурисемпе çул урлă каçса сквера кĕнĕ. Вĕсем иртен-çÿрене асăрхаман та тейĕн – лăпкăнах утнă.
Вырăна чĕрчунсене сыхлакан дирекци инспекторĕсем килнĕ. Шупашкар хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, хир сыснисене каялла вăрмана ăсатса янă.
Специалистсем ăнлантарнă тăрăх, хир сыснисемпе тĕл пулсан пăлханса ÿкмелле мар, хирĕç тăмасан вĕсем хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Ытларах чухне хир сыснисем çулран аташса кайса çынсем утакан вырăнсене тухаççĕ.
Сентябрь 2026 |
