НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăваш Енре халăх участковăйне суйланă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:17 Просмотров: 23

Хальхинче ку ята Çĕмĕрле округĕнчи Михаил Григорьев тивĕçнĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Халăх участковăйĕ» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче мала тухнă. Уншăн 7700 çын сасăланă. Аса илтеретпĕр: Йĕпреç тăрăхĕнчен çак конкурса Алексей Краснов полици капитанĕ хутшăннăччĕ.

Михаил Григорьев Раççей Ш,Мĕн «Çĕмĕрле» уйрăмĕнче участокри аслă уполномоченнăйра ĕçлет. Вăл шалти ĕçсен тытăмĕнче 2014 çулта вăй хума тытăннă.

Республика шайĕнче çĕнтернĕ участковăй Чăваш Ен чысне федераци шайĕнчи конкурсра хÿтĕлĕ. Аса илтерер: пĕлтĕр те республикăра ку конкурсра Çĕмĕрле округĕнчи участковăй çĕнтернĕ. Вăл – полицин аслă лейтенанчĕ Михаил Обломов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽