Чăваш Тимеш тăрăхĕнче аслă çулсенчи ĕç ветеранĕсене юбилейсемпе чысласси тахçанах йăлана кĕнĕ. Акă çак кунсенче кăна-ха ял-йышри тепĕр хисеплĕ хĕрарăм, тыл ĕçченĕ Лидия Федоровна Сильвестрова çуралнăранпа 95 çул тултарнă ятпа ăшă саламсем йышăннă. Ăна сумлă юбилейпе ачисемпе çывăх çыннисем, тăван-пĕтенĕсемпе кÿршисем саламланă, çавăн пекех Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев паллă кун çитнĕ ятпа килне пырса чысланă, Тав çырăвĕпе, парнепе савăнтарнă, хитре чечексен çыххине парнеленĕ.
Лидия Федоровнан пурнăçĕ пĕтĕм çĕршывăмăр историйĕпе тачă çыхăнса пынă. Мĕнле паллă пулăмсемпе палăрса юлнă вăл ÿссе çитĕннĕ вăхăтри самана, вăл та çавăн уйрăлми участникĕ пулса тăнă. Шурă халатлă медицина ĕçченĕсем çине юратса, хисеплесе пăхнипех унăн та сывлăх сыхлавçи пуласси килнĕ, çавăнпа фельдшерпа акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Врач-эпидемиолога пулăшаканĕ пулса чылай çул вăй хунă, унтан психоневрологи интернатĕнче тăрăшнă. Профессири ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех чирлисене, сывлăхĕпе айваннисене пулăшу парассипе çыхăнса пынă, вăл çынна ырă тунинче хăй телейне курса-туйса тăнă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă çулсене аса илсен, Лидия Федоровнан куçĕсем шывланаççĕ. Ытла та нушаллă, чăтма çук йывăр пулнă-çке самани. «Пĕтĕмпех фронта валли! Пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» чĕнÿпе кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă тыл ĕçченĕсем хушшинче черчен хул-çурăмлă Лида та пулнă, вăл та çамрăклах ыттисемпе тан колхоз уй-хирĕнче пилĕк авнă. +ирĕп вăй-халлă хĕрача нимĕнле терт-нушара та хевтесĕрлĕхне кăтартман, мĕн хушнă - çавна тунă.
Шăпи çутă ăраскаллă килсе тухнă унăн. Хĕрпе ывăла çут тăнче парнеленĕ, иккĕшне те юратнă профессие суйласа илме, пурнăçри харпăр-хăй вырăнне тупма пулăшнă.
«Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ - Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă хăватлă вăй! Çавăнта сирĕн тÿпе те пур, Лидия Федоровна! Эсир - пирĕн мăнаçлăх, Эсир - хальхи ăрушăн ырă тĕслĕх!» - тесе палăртнă Александр Николаевич, хисеплĕ ветерана тăван çĕршывшăн тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн пуç тайнă май.
Сентябрь 2026 |
