НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

95 çул - сумлă юбилей!

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 09:19 Просмотров: 47

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хумпуç Патăрьелĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранĕ Надежда Германовна Савина 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Паллă кун ячĕпе ăна Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев ăшшăн саламланă. Вăл юбиляра таса сывлăхпа иксĕлми вăй-хал сунса тăван ен аталанăвне тата çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе курăмлă тÿпе хывнăшăн тав туса, ырă сăмахсем нумай каланă. Çавăн пекех Александр Николаевич Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран юбиляр ячĕпе килнĕ саламлă çырăва, асăнмалăх парнепе чечек çыххи парнеленĕ.

Надежда Германовнăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ пĕтĕм çĕршывăмăршăн питех те йывăр пулнă вăрçă çулĕсемпе тĕл килнĕ. Ун чухнехи йывăрлăхсене ытти ачасем пекех Надя та çителĕклех тутанса курнă, выçлăхпа та самаях нушаланнă. Тертлĕ саманана пула унăн та пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Колхоз ĕçне аслисемпе танах хутшăннă, уй-хирте вăй хунă.

Çав вăхăта чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ ăрăва «вăрçă ачисем» теççĕ, çак статус Надежда Германовна çумне те çыпăçнă, вăл ăна пурнăçра яланах, кирек епле ĕçре те, яваплăха туйма, тÿрĕ кăмăллă та ăнтăлуллă пулма хистенĕ. Вăрçă чухнехи терт-нушапа туптаннă çирĕп кăмăл-туйăмлă Надя хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарма тĕллев тытнă. Ĕмĕчĕ туллин пурнăçланнă, вăл хăйĕн пурнăçĕн 40 ытла çулне вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Ачасене математика вĕрентнĕ кăна мар, пурнăç урокĕсем те панă% кашнин чĕринче çутă ĕмĕт чĕртме пĕлнĕ, ун патне ăнтăлма, тĕллеве çитме, туслăха хаклама, ваттине хисеплеме, вĕттине пулăшма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Нумай çул хушши вăл шкул директорĕ те пулнă. Çав вăхăтрах çамрăк ĕçтешĕсемшĕн çывăх юлташ-наставник, ачасемшĕн иккĕмĕш анне пулнă.

Унăн тăрăшулăхне патшалăх тивĕçлипех хакланă: ăна «За доблестный труд» медальпе наградăланă. Надежда Германовна çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Чыс-хисеп яланах хавхалантарать, çĕнĕ тĕллевсем патнеллех туртать. Темрен те пахараххи вара уншăн - çемье! 46 çултах мăшăрĕсĕр тăрса юлнăскер, вăл икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратнă, аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăшăрлантарнă, телей пилленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, чи телейлĕ кукамай тата мăн кукамай 4 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе хĕпĕртесе пурăнать. Пушă вăхăтра сăвă йĕркисем шăрçалать. Район хаçатне халалланă хайлав нумаях пулмасть редакцие вĕçсе çитрĕ.

 

 

Çитес çул «Çĕнтерÿшĕн» хаçат тухма тытăннăранпа 100 çул çитни мана хавхалантарать. Хам савăннине пытараймастăп. Çавна май манăн сăвă йĕркисем çуралчĕç.

Кĕçех хаçатăн юбилей!

Çĕр çула çитет пулин те

Пирĕн хаçат ватăлмасть.

Çамрăк чухнехи ятне çеç

Улăштарчĕ çĕннипе.

Пурнăç йăли çĕнелни,

Çынсем нумай вĕренни,

Ăслă шухăш тупăнни,

Ĕçлес кăмăл хутшăнни -

Палăраççĕ хаçатра.

Вăл - хыпарçă шанчăкли,

Пире ăс параканни,

Тĕслĕх кăтартаканни -

Чи пахи, чи аванни

Çырăнатпăр хаваспах.

Сумлă калем ăстисем

Калăплаççĕ хаçата.

Пултаруллă ĕçченсем

Ĕçне пĕлекеннисем.

Кĕтетĕп эрнекуна

Хаçат килмелле тесе.

Мана питĕ кăсăклă

Мĕн çырни, камсем çырни.

Тавтапуç редактора,

Пĕрле ĕçлекенсене.

Ыр хыпаршăн, пĕлтерÿшĕн

Халăхшăн ĕçленĕшĕн.

Сывă тăрăр, пурлă пулăр!

Тепĕр номер хатĕрлĕр,

Хаçат чапĕ ан пĕттĕр.

Надежда Савина

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽