НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

300 мăшăр перчетке - салтаксем валли

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2026, 09:16 Просмотров: 37

Туçара пурăнакан 84 çулти Римма Антонова тĕлĕнмелле ырă ĕç тунă, вăл хăйĕн пĕчĕк пенси укçине хĕрхенсе тăман, ятарлă çар операцине хутшăнакан хÿтĕлевçĕ салтаксене пулăшас тесе 300 мăшăр перчетке туяннă. «Пирĕн боецсен фронтра тĕрлĕрен терт-нушапа тĕл пулма тивет-çке, перчеткесем вăрçăра нихăçан та ытлашши пулас çук», - тесе шухăшланă та Римма Григорьевна, хăйĕн тĕллевне пурнăçланă.

Римма аппа çав тери ăшă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ хĕрарăм, унра чăн чăваш юнĕ чупать. Нихăçан та ахаль кăна канса лармасть, ялан мĕнле те пулин кирлĕ ĕç тума васкать. Çынпа пĕрле маскировка каррисем çыхнă çĕре те кайса çÿрет. Анчах, чире пула, алă пÿрнисем итлесшĕнех мар, çыхаймасть. Çавăнпа ытти енлĕ усă тăвасшăн çунать. Волонтерсен пунктне нихăçан та пушă алăпа пымасть, ялан мĕн те пулин туянать. Унччен маларах кăна-ха вăл салтаксене валли чылай мăшăр ăшă нуски илсе пынăччĕ, халĕ, акă, перчеткесем килсе панă. Римма Антонова пеккисем ытларах пулсан, Çĕнтерÿ те нумаях кĕттермĕ!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽