Авăн уйăхĕн 9-мĕш кунĕ Чăваш Çармăс ялĕнче пурăнакан Елена Никифоровна Тукмаковашăн ахаль кун мар, паллă кун. Шăп та лăп çавăн чухне, 90 çул каялла, вăл çак тĕнчене килнĕ, пуçласа хĕвел çути курнă.
Сумлă юбилей кĕтсе илнĕ вăл кăçал, çавна май пĕтĕм çемйи тăван киле пуçтарăннă. Йышлă ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе кÿршисем Елена Никифоровнăна саламласа, çепĕç сăмахсем каласа чунне ăшăтнă хушăрах Ирçе +армăс территори пайĕн начальникĕ Леонид Кураков вĕсем патне килсе çитнĕ, юбиляра паллă кун ячĕпе хĕрÿллĕн саламласа, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран килсе çитнĕ саламлă çырăва, парнепе чечек çыххи панă.
Унпа пĕрлех тĕп специалист-эксперт Зинаида Тукмакова, библиотекарь Светлана Акшарова тата «Горнипов» фольклор ансамблĕ (ертÿçи Любовь Саинова) юрă-ташă саламĕ илсе килнĕ, Елена Никифоровна юратнă юрра-кĕвве янраттарнă. Хĕпĕртенипе юбилярăн куçĕсенче кĕçех савăнăç куççулĕ палăрнă...
Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе тата ун хыççăн арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратнă тапхăрпа тĕл килнĕ. Çав саманан терт-нушине тăраничченех тутанма тивнĕ пулсассăн та, харсăр чун-чĕреллĕ хĕрача аптраман, каялла чакман, йывăрлăхсене çĕнтерме тивни ăна çирĕплетсе кăна пынă. Вăл шăпа парнеленĕ кун-çула чыслăн та тивĕçлĕн утса тухнă. Мăшăрĕпе çур ĕмĕр пĕрле, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă, 6 ача çуратса ÿстернĕ, анчах упăшкипе икĕ ачин ĕмĕрĕсем кĕске килсе тухнă. Чăн чăваш чунĕллĕ хĕрарăм çавах хуçăлман, ытти ачисемпе мăнукĕсемшĕн тата кĕçĕн мăнукĕсемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех çирĕп тĕрек пулса юлнă.
Мĕнешкел телейлĕ-çке вăл халь! Елена Никифоровна пысăк çемйипе - ачисепе тата 15 мăнукĕпе, 12 кĕçĕн мăнукĕпе _ мăнаçланмаллипех мăнаçланма пултарать. Пурте пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнĕ. Ăна çывăх çыннисемпе тăванĕсем пĕр самантлăха та пĕччен хăвармаççĕ. Хăй те вăл маттурах çав, кукăль, кăмака яшки пĕçерсех тăрать, çиме пурне те чĕнет. Кашни килмессерен пурне те тараватлăн йышăнса хăналать, кайма вăхăчĕ çитсен ыррăн пиллесе ăсатать. Ăшпиллĕ хĕрарăмăн кил-çурчĕ нихăçан та пушă мар, тăванĕсем килсех çÿренипе вăл ăшă.
Сентябрь 2026 |
