НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кил ăшшине - ентешсем патне!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 15:57 Просмотров: 4

Ирçе Çармăс территори пайĕнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассипе ĕçлекен волонтерсен ушкăнĕ çурла уйăхĕнче черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕ ентешсем патне.

Пуçаруллă та активлă çынсем пĕр тĕллевлĕн тăрăшнипе çĕршыв хÿтĕлевçисене куллен кирлĕ япаласем пухса ярса патăмăр эпир. Посылкăсенче - хĕрарăмсем çĕр çывăрмасăрç канлĕхе пĕлмесĕр çыхнă хÿтĕлев каррисем 25 штукç эмелсемпе медицина хатĕрĕсемç ĕçмелли таса шыв тултарнă пластик савăтсем тата ытти тем те пĕр. Çаксене пĕтĕмпех ырă кăмăллă çынсем хăйсен ирĕкĕпе туянсаç хатĕрлесе панă.

Активлисем нумайăнç анчах вĕсем хушшинче Малиновка поселокĕнчи Александр Ананьева уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вăл хăйĕн утарĕнчен çĕршыв хÿтĕлевçисем валли 6 литр пыл илсе килсе пачĕ. Хамăр салтаксемшĕн тăрăшсаç чĕререн тунă ĕç ыттисене те хавхалантарать. Çĕнтерĕве çывхартас шанăçа та вăйлатать. Пыла тутанса пăхакан кашни салтак тăван килнеç вучах ăшшинеç ашшĕ-амăшне аса илĕç çакă вара ăна çĕнĕ вăй парĕ. Пирĕн вара пурин те пĕр тĕп тĕллевпе пурăнмаллаç ĕçлемелле паян - эпирç фронтпа тыл -  пĕр çирĕп чăмăрç эпир çĕнтеретпĕрех!

Тамара Протасова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽