НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Спорта юратсан, сывлăхлă пулан!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 15:43 Просмотров: 16

Физкультурниксен кунĕ умĕн Чăваш Тимешри библиотекăра  «Спорта юратсан, сывлăхлă пулан!» чĕнÿпе ачасене явăçтарса мероприяти ирттернĕ.

Чи малтанах ачасем çак уявăн кĕске историйĕ, ăна хăçан паллă тума тытăнни çинчен каласа панине итленĕ, унтан шăпăрлансем пĕр-пĕринпе тĕрлĕрен ăмăртусенче тупăшнă. Хăйсен пĕлĕвне «Мĕнле спорт тĕсĕ çинчен сăмах пырать;» интеллектуаллă викторинăра тĕрĕсленĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă.

Кашни çыннăн сывлăхĕ - хăйĕн аллинче, ăна упрамалли, çирĕплетсех пымалли çинчен те калаçнă ачасемпе библиотекарь. Тĕрĕс апатлану, кун йĕркине пăхăнни, уçă сывлăшра ытларах пулни сывлăхшăн усăллă пулни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Апла пулсан малалла, сывă пурнăç йĕркине кирек хăçан та тытса пымалла!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽