Комсомольскинчи çĕнĕ шкула подряд организацийĕ палăртнă кун тĕлне туса пĕтереймен. Асăннă объектра республикăн прокуратури тĕрĕслевпе пулнă.
Шкул 640 ача вĕренмелĕх пулĕ. Заказчикпа подрядчик алă пуснă контрактра пăхса хăварнă тăрăх, шкула кăçалхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле пулнă. Анчах строительсем ĕçĕн 90 процентне çеç пурнăçланă.
Палăртнине вăхăтра туса пĕтерейменнине проектра унччен пăхса хăварман хушма ĕçсем пурнăçлама тивнипе тата рабочисем çитменнипе сăлтавлаççĕ. Шкула хăпартаканни - «ПМК-8» организаци.
Ĕçе вăхăтра тумалли пирки подрядчик ертÿçине прокуратура çуркуннех асăрхаттарнă. Халĕ подряд организацийĕ тата унăн директорĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
Сентябрь 2026 |
