НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çулсене юсаса шанчăклăлатнăшăн пысăк тав!

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 08:52 Просмотров: 10

Хумпуç Патăрьелĕнче пурăнакан пĕтĕм ял-йыш ячĕпе эпĕ Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхне Игорь Геннадьевич Семенова, çавăн пекех тăван Чăваш Ен ертÿлĕхне, чун-чĕререн тав тăватăп!

Пĕтĕм район халăхĕ лайăх курса тăрать ĕнтĕ, юлашки тапхăрта пирĕн тăрăхри çулсене юсаса йĕркене кĕртессипе çине тăрса вăй хучĕç, питĕ нумай ĕç турĕç, çавна май сахал мар укçа-тенкĕ хыврĕç. Пĕрлехи тăрăшуллă та тĕллевлĕ ĕçсем пирĕн авалхи яла та палăрмаллах çамрăклатрĕç. Кунта куçа тÿрех курăнакан пысăк, ырă улшăнусем пулса иртрĕç.

Халĕ пирĕнтен кашни çулсен пахалăхĕ лайăхланса пынишĕн чунтанах хĕпĕртет. Çакăншăн эпир округ ертÿçисене çеç мар, пирĕн яла пырса кĕрекен асфальт çула, кĕпере тата урамсенчи çулсене юсаса çирĕплетнĕ, тротуарсем тунă подряд организаци-йĕсене те тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх пултăр, пуçланă ĕçсем яланах ăнăçуллă вĕçленччĕр!

Ял старости Николай Степанов  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽