Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн тата ăшшăн саламлатăп!
Саккун аслă пулнине, граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май Раҫҫей прокуратури право хуралĕн органĕсен ретĕнче виҫĕ ĕмĕре яхăн уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Шăпах прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта.
Чăваш Ен прокуратурин регионта хăйсен тивĕҫне чыслăн пурнăҫлакан сотрудникĕсен ĕҫĕ – Раҫҫей патшалăхне ҫирĕплетессин шанчăклă никĕсĕ. Эсир профессионализмпа, Тăван ҫĕршыва парăннипе, принциплăхпа, яваплăха туйнипе тата ырми-канми ĕҫпе палăрса тăратăр.
Влаҫ органĕсем прокуратурăпа пĕрле алла-аллăн тата тухăҫлă ĕҫлени правăпа ҫыхăннă тăнăҫлăха, экономика аталанăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăҫ шайĕпе пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерме пулăшасси пирки иккĕленместĕп.
Прокуратурăн саккунлăха, право йĕркине ҫирĕплетессине пысăк тӳпе хывнă, хăйсен опытне ҫамрăксене паракан ветеранĕсене чунтан тав тăватăп.
Сире чун-чĕререн ҫирĕп сывлăх, телей, ҫемьере тăнăҫлăх, юратнă ҫĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур пуҫарура ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
Уважаемые работники и ветераны прокуратуры Чувашской Республики!
Тепло и сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником!
Почти три столетия российская прокуратура занимает особое место среди правоохранительных органов, обеспечивая верховенство закона, защиту прав граждан и государства. Именно органам прокуратуры принадлежит ведущая роль в координации деятельности всех правоохранительных структур по борьбе с противоправными проявлениями.
Надежным залогом укрепления российской государственности является работа сотрудников прокуратуры Чувашии, с честью выполняющих свою миссию в регионе. Вас отличают высокий профессионализм, верность служению Отечеству, принципиальность, ответственность и полная самоотдача.
Уверен, что эффективное взаимодействие органов власти с прокуратурой и в дальнейшем будет способствовать обеспечению правовой стабильности, развитию экономики, повышению уровня и качества жизни населения Чувашской Республики.
Хочу выразить огромную признательность ветеранам прокуратуры, которые внесли достойный вклад в укрепление законности, правопорядка и передают свой опыт молодому поколению.
От всей души желаю вам крепкого здоровья, счастья, семейного благополучия и удачи во всех начинаниях на благо нашего любимого Отечества!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Ноябрь 2024 |