НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Мир кунне халалланă мероприяти

Категория: Публикации Опубликовано: 28.09.2026, 09:29 Просмотров: 20

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери Мир кунне паллă тунă май, +ăкалăхри клубра шкул çулĕсенчи ачасене явăçтарса «Мĕнле аван-çке мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма!» чĕнÿпе тематикăллă мероприяти ирттернĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - паллă датăсен календарĕнчи Мир кунĕн пĕлтерĕшне уçса парасси, ачасен чĕрисенче чи ырă туйăмсем вăратасси, тĕрлĕ наци халăхĕсем хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн, таса тÿпене упрассишĕн кашнин тăрăшмалли çинчен ăнлантарасси. Халăхсем хушшинчи туслăх çирĕп пулсан, тĕнчере вăрçă «хыпса» илес хăрушлăх сиксе тухмĕ, тăнăçлă та мирлĕ пурнăç пулĕ.

Мероприятие хутшăннисене Мир кунĕн символла паллисем çинчен каласа кăтартнă, вĕсен пĕлтерĕшне уçса панă. Ачасене туслăха, мирлĕ пурнăçа хаклама вĕрентекен мультфильмсем те кăтартнă. Тĕлпулу ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Юлашкинчен пурте ăс-тăна çивĕчлетекен вăйăсене хутшăннă, пĕлĕвĕсене тĕрĕслесе пăхнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽