НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăваш Тимеш шкулĕнче - паттăрлăх урокĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.09.2026, 08:34 Просмотров: 17

Нумай пулмасть Чăваш Тимешри шкулта «Мирлĕ пурнăçа тунă утăм» парти проекчĕн рамкисемпе килĕшÿллĕн чуна хускатакан мероприяти ирттернĕ.

Палăртнă кун шкула хăнасем килнĕ, вĕсем учительсемпе тата вĕренекенсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Тĕлпулăва шкул директорĕ Лариса Хуснетдинова уçнă, вăл кунта килнисене хăнасемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕри - хамăр ентеш, çар ĕçĕсене хутшăннă Михаил Николаев. Вăл пухăннисен умĕнче сăмах тухса каланă, хăйĕн çар службинче тăнă çулĕсем, СВОна епле лекни тата мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухма тивни çинчен каласа кăтартнă. Унăн асаилĕвĕсене итлесе ларакансен чĕрисенче ăшă туйăмсем вăраннă. Ара, çар çыннин пĕтĕм пурнăçĕ тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăннă-çке, унран хакли, юратни тек нимĕн те çук. Тăван кĕтес - сăпкара сиксе ÿснĕ ытарайми тавралăх! Ăна нимĕнпе те улăштараймăн...Паттăрла ĕçсем тума та çак туйăм вăй парать.

Михаил Николаевпа пĕрле шкула унăн çывăх юлташĕсем те килнĕ% Сергей Васильев, Александр Семенов. Вĕсем те сăмах илнĕ тĕлпулура, ачасене спортпа çывăх туслашма, вăй-хала пĕчĕкренех çирĕплетсе пыма, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме суннă.

Тĕлпулăва Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Чăваш Тимеш ялĕнчи уйрăмĕн активисчĕсем те хутшăннă, вĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене патшалăх тата халăх енчен паракан пулăшусем çинчен сăмах пуçарнă. Çавăн пекех тыл ĕçченĕсем -волонтерсем - СВОри салтаксем валли хатĕрлекен хÿтлĕх хатĕрĕсене кăтартнă, вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çирĕплетнĕ.

Ачасем тĕлпулу иртнĕ вăхăтрах, аслисем каланине итлесе ларнă хушăра, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли çырусем çырнă, ÿкерчĕксем тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4
易歪歪易翻译比特浏览器美洽